Сĕт сутни тупăш кỹрет-и?

«Агро-Инновацисем» пĕлтернĕ тăрăх, июль уйăхĕнче предпринимательсем е организацисем килти хуçалăх сутакан кашни литр сĕтшĕн Елчĕк таврашĕнче _ 25-27-шер, Патăрьелпе Йĕпреç округĕсенче _ 25-шер, Муркашпа Шăмăршă тăрăхĕнче 25-26-шар тенкĕ тỹлеççĕ.

Танлаштарма: 2024-çулхи июль уйăхĕнче сутлăх сĕт хакĕ Шăмăршă округĕнче 22 тенкĕ пулнă. «Сĕт завочĕсем кашни литр сĕтрен мĕн чухлĕ тупăш илеççĕ?» _ çакăн пек ыйту пулнă Пĕрлехи информаци кунĕнче. Чăнах-та, электричество, газ, ытти ресурс хакĕ хăпарнă май, сĕт суту-илỹ организацийĕсенче чылай хакланнă. Сĕте тирпейлекен предприятисем çу хисепĕ 2,5 процентлă пастеризациленĕ, пленка пакета тултарнă кашни литр сĕте вăтамран _ 68,15 (НДСпа пĕрле), çу хисепĕ 3,2 процентлă кашни литр ăсатнă сĕте _ 73.83, лавккасенче вара пĕрремĕшне _ 80.2, иккĕмĕшне 90.8 тенкĕпе сутнă, апла тăк, лавккасенче кашни литртан тупăш пĕрремĕшĕнчен _ 12.05, иккĕмĕшĕнчен 16.97 тенкĕ е кил хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх организацийĕсем сĕт сутса тунă тупăшран сахалрах илнĕ.

Тупăшăн пысăкрах пайĕ сĕте тирпейлекен предприятисене тивет. Мĕншĕн тесен вĕсем предпринимательсемпе ял хуçалăх предприятийĕсенчен сĕт туянса, ăна заводра сивĕтсе, тасатса, пастеризацилесе, савăта е пакета тултарса, производствăна модернизацилесе нумай тăкакланаççĕ.

Н.ИЛЬИНА.



01 августа 2025
10:54
Поделиться