Суйлав пирки мĕн шутлаççĕ?

СЕНТЯБРĔН 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ иртĕ. Раççейри политиксемпе политологсем Чăваш Енри суйлав компанийĕ пирки хăйсен шухăшне палăртнă. «Ведомости» кăларăмра Олег Николаева суйлавра çĕнтерме «Пĕрлехи Раççей» («Единая Россия») кăна мар, КПРФ, «Тĕрĕслĕхлĕ Раççей («Справедливая Россия»), «Çĕр-шыв» («Родина») партисем те хавхалантарса пынине пĕлтернĕ.

Ытти кандидатсем те _ кашни хăйне евĕрлĕ. «Çĕнĕ çынсем» («Новые люди») партири Максим Морозов, сăмахран, предпринимательсене пулăшассине тимлĕх уйăрать. Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Константин Степанов суйлава 2020-çулта та хутшăннăччĕ.

Пирĕн корреспондентсем Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансен шухăшĕпе интересленнĕ: çитес суйлавра вĕсем камшăн сасăласшăн-ха? Ытларахăшĕ Чăваш Республикин хальхи Пуçлăхĕ Олег Николаев малашне те хăй вырăнĕнчех ĕçлемелле тесе шутлать, суйлавра уншăн сасăласси çинчен пĕр иккĕленмесĕрех пĕлтернĕ.

С.ИВАНОВ.



01 августа 2025
14:32
Поделиться