Тирпей тума _ пĕтĕм йышпа
ИРТНĔ кĕçнерникун округ центрĕнче электричество пулмарĕ. Апла пулин те ĕç коллективĕсем: «Компьютер ĕçлемест» тесе, вăхăта ахаль ирттермерĕç. Округ администрацийĕнче вăй хуракансем пĕтĕм йышпа Шăмăршăри тĕп лапама тирпей-илем кỹме тухрĕç.
Кунта подрядчик асфальт сарса пĕтернĕ ĕнтĕ, тĕп лапам округ центрĕнче пурăнакансемшĕн чи илемлĕ кану вырăнĕ пулса тăрĕ. Малашне çак тирпейлĕхпе илемлĕхе упраса пурăнмалла, субботник йĕркелесе тăван Шăмăрша тата та савăкрах тумалла.
Çакна та каламалла: округ администрацийĕнче тăрăшакансем пĕве хĕррине тирпей-илем кĕртме те хутшăнчĕç, кунта канакансем пăрахса хăварнă ăпăр- тапăра тасатса тухрĕç.