Çул çинче авари нумай пулнă

КĂÇАЛХИ январь-июнь уйăхĕсенче Чăваш Республикинчи çулсем çинче 319 авари пулнă, вĕсенче 42 çын вилнĕ, 370 çын суранланнă.

Çын вилнипе çыхăннă тĕслĕхсен списокĕнче çав-çавах транспорт хатĕрĕсем çапăнни малта. Машинăсем çулăн сулахай енне тухса хирĕç килекен транспорт хатĕрĕсемпе çапăннă май 17 çын пурнăçĕ татăлнă. Кăçал руль умĕнчи стаж 3 çултан иртмен çамрăк водительсем 32 авари тунă, вĕсенче 5 çын вилнĕ. Кăçалхи 6 уйăхра ГАИ сотрудникĕсем çул çитмен водительсем, мототранспорт хатĕрĕсен хуçисемпе пассажирĕсем тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан 297 ĕç пуçарнă. Çамрăксем питбайкпа çул çине тухнă тĕслĕх нумай. Унпа пурте усă куракан тротуарсемпе, çуран çынсем усă куракан çулсемпе çỹреме юрамасть.

Е.ЖОЛОБОВА.



01 августа 2025
14:55
Поделиться