«Çунатлă» çуралнисем

Сăнанă-илтнĕ тăрăх, çамрăксенчен ытларахăшĕ Сывлăш-десант çарне лекме ĕмĕтленет. Пур енлĕ пахалăха (яваплăха, сăнавлăха, асăрханулăха, тимлĕхе, чун çирĕплĕхне, хăвăртлăха, кирек епле вырăнта та ориентир илессине, çивĕч ăс-хакăла...) тĕрĕслекен çар яшран чăн-чăн çын тăвать. Паллах, çĕр-шыв хỹтĕлевçин сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ пулмалла, парашютпа сикме пĕлмелле, алла-аллăн (врукопашную) çапăçма, тĕл пеме, çынна (хăйне) пирвайхи пулăшу пама пултар- малла. Ахальтен мар, кунта лайăхран лайăххисене суйласа илеççĕ, вĕсенчен тăшман тылĕнче çапăçма пултаракан оперативлă десант хатĕрлеççĕ.
Карапай Шăмăршăра пурăнакан Юрий Музеркин шăпах çỹлерех асăннă паха енсене кура «сенкер беретлисен» çарне лекнĕ.
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Юрий Шупашкарти ДОСААФ шкулĕнче вĕреннĕ, парашютпа сикес ăсталăха туптанă, виçĕ хутчен тỹперен сикнĕ. Унтан салтака кайма ят тухнă. Карапай каччи Псковри Суворов орденлĕ, Хĕрлĕ Ялавлă 76-мĕш Черниговски гварди десантпа штурм дивизийĕнче тăнă. Саперсен уйрăм батальонĕнче сапер ĕçне тунă. Взвод командирĕн заместителĕ те пулнă. Çавна май çамрăк боецсен курсне ирттернĕ. Ун патĕнче Пушкăртстанри 22 чăваш вĕренỹпе хатĕрленỹ витĕр тухнă.
_ СССРти пĕтĕм наци çыннисем пулнă пирĕн батальонра, _ аса илет ВДВ ветеранĕ. _ Пĕр çемьери пек туслă пурăнаттăмăр. Елчĕк, Канаш тăрăхĕнчи ентешĕмсем пурри мана савăнтаратчĕ, май пур чухне тăван чĕлхепе калаçаттăмăр. Офицерсем (ытларахăшĕ Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă) питĕ лайăхчĕ: алла-аллăн çапăçас, парашютпа сикес, çуран чупас тĕлĕшпе çирĕп ыйтатчĕç. Эпĕ икĕ çул хушшинче парашютпа 28 хут сикрĕм _ уншăн парашютист значокĕпе наградăларĕç. Пĕтĕм Союзри сывлăш-çар десанчĕн полигонĕнче (вăл Белоруссире иртрĕ) пулни те асрах. Эпир _ десантниксем _ Ту çи Карабах (Нагорный Карабах) конфликтне пусарма та хутшăнтăмăр (вăл _ хăй тепĕр тема). Çакăн чухне «закалка» текенни питĕ пулăшрĕ. Çапла, дисциплина салтака йĕркелет, аталанма пулăшать.
Служба хыççăн Юрий Музеркин аслă сержант Ульяновск хулине _ ОМОНа _ ĕçе вырнаçать: граждансен пурнăçне хỹтĕлет.
Тăван ен туртăмĕ ĕнерхи десантника ялах таврăнма хистет. Юрий çемье çавăрать, кил-хуçалăха тĕреклетет. Халĕ Мускаври пысăк стройкăсенче вăй хурать. Августăн 2-мĕшĕнче _ «сенкер беретлисен» кунĕнче _ тĕп хулан Çĕнтерỹ паркĕнче юлташĕсемпе пĕрле фонтанра «çăвăнса» тухасси йăлара. Ялта пулсан, Елчĕкри служакĕсемпе тĕл пулать 57-ри ветеран.
Мăшăрĕпе Надежда Анатольевнăпа (вăл Карапай Шăмăршăри ПНИ ĕçченĕ) икĕ ывăлпа икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ Юрий Ильич. Асли _ Анатолий те _ десантник. Тĕлĕнместĕр-и, ашшĕн дивизийĕнчех (234-мĕш полкра) çар службинче тăнă вăл, 20 çултан! Анатолий Музеркин рядовой чăваш ятне çỹлте тытнă, тытать те. Раççей Федерацийĕн В.Я.Кикотя ячĕллĕ Шалти ĕçсен министерствин университетĕнче вĕренме ăс-тăн çитернĕ. Ун хыççăн ШĔМĕн Подольскри Управленийĕнче тимленĕ.
2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче Анатолие ятарлă çар операцине мобилизациленĕ. Унтанпа Анатолий Юрьевич Запорожье тăрăхĕнче нацистсене хирĕç кĕрешет. Хăюлăхпа паттăрлăхне Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе, «СВО участникне» медальпе, Суворов медалĕпе палăртнă, ашшĕ-амăшне те çар командованийĕ тав тунă. 35-ри мир салтакне мăшăрĕпе пĕчĕк хĕр пĕрчийĕ _ Лизочка, паллах, ашшĕ-амăшĕпе пĕр тăванĕсем Çĕнтерỹпе таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Юрий Ильичăн хуньăшĕ _ Анатолий Захаров та _ «çунатлă» çуралнисен йышĕнчен. Карапайăн хисеплĕ çынни _ Анатолий Иванович _ Литва ССРĕн Капсукас хулинче тăнă, киле аслă сержант званийĕпе таврăннă. Мĕн тетĕр, Музеркинсен кĕрĕвĕ _ Альберт Николаевич та _ пуçне сенкер берет тăхăннă. Альберт Васильев рядовойăн çар служби Новороссийскра иртнĕ. «Çунатлă» çуралнисем _ çитĕнекен ăрушăн ырăтĕслĕх. Пурнăç йĕркипе, таса чун-чĕрипе, ырă ĕçĕпе халăхшăн усăллă пулма вĕрентеççĕ вĕсем, патриотизм туйăмĕпе хĕмлентереççĕ. Çакăн пек туйăмпа пурăнать акă Матвей Музеркин _ 9 класс пĕтернĕ çамрăк. Ĕмĕтри сăнарĕсем _ ашшĕ, тетĕшĕ, кукашшĕ, йыснăшĕ. Матвей Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче сывлăхне çирĕплетет, кĕрешỹ енĕпе ăсталăхне ỹстерет. Тен, вăл та, аслисем пекех, «сенкер беретлисен» йышне тăрĕ. Вăхăт кăтартĕ...
Зинаида Свеклова.
Редак цирен. Сывлăш-десант çарĕсенче тăракан ентешĕмĕрсене тата ветерансене чаплă уявпа чунтан саламлатпăр. Хурçă пек çирĕп сывлăх, вĕçсĕр ăнăçу, тулли телей сунатпăр. «Пирĕнсĕр пуçне _ никам та!» девиз сире ĕмĕр тăршшĕпех хавхалану кỹтĕр, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме хăват хуштăр!