Веçех _ чиерен
Желе-варени
Ингредиентсем : 1 кг чие, 500-600 г сахăр, 0,5 лимон (е 1 чей кашăкĕ лимон кислоти), 100-150 мл шыв.
Чие çырлисене çумалла, вăррине кăлармалла, Витĕр курăнакан желе валли сокне марля витĕр кăлармалла. Çăрарах тăвас тесен, çемçине хăвармалла. Хулăн тĕплĕ кастрюле чие хумалла, шыв (сокĕ сахал пулсан) ямалла. Вăтам вут çинче 10 мин вĕретмелле. Сито (дуршлаг) витĕр кăлармалла (чие хуппине илес тесен). Сахăр тата лимон хушмалла. Çак массăна сахăр тата лимон сокĕ (е кислоти) ямалла. 30_40 мин хушши вăйсăр çулăм çинче вĕретмелле, пăтратса тăмалла, кăпăкне илмелле. Сивĕ тарелка çине массăри пĕр тумлама тумлатмалла _ вăл юхмасан желе-варение вут çинчен илмелле. Вĕри желене стерилизациленĕ банкăсене ямалла, шăвăç хупăлчапа хупмалла, пуç хĕрлĕ çавăрса хумалла, сивĕнсе çитиччен ăшă япалапа витсе тăратмалла. Желе хытмасан тата 10_15 мин вĕретмелле. Тутă кĕртмешкĕн ваниль е корица ямалла. Холодильникра çулталăк хушши усрама юрать. Чиерен тунă желе-варение пĕлĕмпе е тостпа, сырпа (бри, камамбер) памалла, унпа торта сĕрме юрать.
Компот
Ингредиентсем (3 л банка валли): 350 г (0,5 л банкă- ра _ 350 г) чие, 1 стакан сахăр, 3 л шыв.
3 л банкăна стерилизацилемелле, унтах сахăр хумалла, тин кăна вĕренĕ шыв ямалла, стерилизациленĕ шăвăç хупăлчапа хупса хумалла. Сых ятне компот шывне каялла кастрюле лартса вĕретсен те аван _ кун пек тусан вăл нумай упранать. Савăта пуç хĕрлĕ лартмалла та ăшă япалапа витмелле.
Пĕтнĕкпе _ компот
Ингредиентсем (1 л банка валли): 200 г чие, 50_70 г сахăр, 1 чей кашăкĕ лимон кислоти, 3-4 пĕтнĕк (мята) çулçи, 1 л шыв.
Стерилизациленĕ банка тĕпне малтан _ пĕтнĕк çулçисене, унтан чие хумалла. Тин вĕренĕ шыв ямалла. Савăта капрон хупăлчапа хупмалла, ал шăллипе витмелле, сивĕниччен тăратмалла. Унтан банкăри шыва кастрюле ямалла, сахăрпа лимон кислоти хушса 5_7 мин вĕретмелле. Банкăри пĕтнĕк çулçисене кăлармалла, шыва çак савăта ямалла. Шăвăç хупăлчапа хупмалла.
Варени (вăррисĕр)
Ингредиентсем: 1200 г сахăр, 1000 г пиçсе çитнĕ чие (вăррине кăларни). Чиене çумалла, шывне сăрăхтармалла. Вăррине кăлармалла, пысăкрах кастрюле хумалла, пĕр тикĕс сахăр (песук) сапмалла. Массăна пỹлĕмри температурăра темиçе сехет лартмалла, вăхăтран вăхăт савăта силлесе илмелле (кашăкпа пăтратма юрамасть!). Сахăрăн ытларах пайĕ ирĕлсе сиропа çаврăнсан савăта (хуппине хупса) вăйсăр çулăм çине лартмалла, сахăрăн тепĕр пайĕ ирĕличчен тытмалла. Савăта силле-силле илмелле (çырласем формине çухатмаççĕ). Массăна вĕреме кĕртмелле, вăйсăр çулăм çинче 5 мин пĕçермелле. Кăпăкне илмелле. Пỹртрех сивĕтмелле (5_12 сехет таран лартмалла). Иккĕмĕш хут варение вĕреме кĕртмелле, каллех 5 мин пĕçерсе сивĕтмелле.
З.Воробьева пухса хатĕрленĕ.