Вăрмана пушартан сыхлар
ШĂРĂХ та типĕ çанталăк вăрманта пушар тухас хăрушлăха нумай ỹстерет. Округри надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕ граждансене вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулма чĕнсе калать.
Енчен те эсир вăрманта пушар тухнине асăрхасан, вут-çулăма хăвăрăн вăйăрпа сỹнтерме май çук пулсан, васкавлăн çак номерсемпе шăнкăравламалла: 8 (83546) 2—35-81, 2-35-31 (Шăмăршă лесничествин экстерн служби), 8(83546) 40-24-00 (регионти диспетчер служби), 8-800-100-94-00 (пĕрлехи «тỹрĕ лини), «101», «112» (пушарнăйсемпе çăлавçăсен _ МЧС _ пĕрлехи служби).
М.ИЛЬИН, округри надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.