Яла килчĕç тухтăрсем...

«Сывлăх патне _ утăм» проектпа килĕшỹллĕн, июлĕн 24-мĕшĕнче Палтиел ялĕнче граждансен сывлăхне тĕрĕслерĕç.
Район больницин врачĕсем, кунти специалистсем тата Палтиел ялĕн çемье офисĕн медицина ĕçченĕсем пулăшнипе, вуншар-вуншар çынна тĕрĕслев витĕр кăларса усăллă сĕнỹ пачĕç. Ял çыннисемшĕн терапевт, невролог, дерматолог, гинеколог канашĕ уйрăмах вырăнлă пулчĕ. Юнри сахăр тата холестерин шайне çийĕнчех тĕрĕслени, юн пусăмне виçни, кардиограмма тутарни, кĕлетке çỹллĕшĕпе йывăрăшне, пилĕк хулăнăшне виçсе çыннăн массине шутласа кăларни вырăнти пациентсен сывлăхĕ пирки уçăмлăх кăларса тăратрĕ. Республика Пуçлăхĕн проектне палтиелсем йышлăн хутшăнчĕç, вĕсене йышăнма палăртнă план тулчĕ.
Мероприяти сывлăх çине ял-йыш тимлĕх уйăрма пуçланине çирĕплетрĕ. Çакна вăрăм черет, çынсен кăмăллă калаçăвĕ те ĕнентерчĕç.
_ Вуннăмĕш теçеткепе пырсан та, сывлăха тĕрĕслеттерме шутларăм, Ывăлăм машинăпа лартса килчĕ, _ терĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Василе Мухаметзянова. _ Ял-йышăм ятĕнчен сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене чĕререн тав тăватăп. Чăваш Ен Ертỹçин пархатарлă пуçарăвĕ умĕнче çĕре çити пуç таятăп.
Мĕнех хушса калайăн çак сăмах хыççăн? Граждансен сывлăхне тĕрĕслесе тăма-сиплеме май туса пани пире кашнинех савăнтарать, паллах, чи хаклă мула _ сывлăха _ упрама хистет.
Зинаида Свеклова.