Каллех хурал башни пирки

Район хаçачĕн августăн 1-мĕшĕнче тухнă номерĕнче Иван Саландаев журналист çырнă «Хурал башнине ăçта лартмалла?» статья пичетленнĕччĕ. Ку ыйту «сухаллă» та пулса кайрĕ ĕнтĕ, башньăна ăçта лартассине паянхи кунчченех татса параймастпăр. Кашни çыннăн хăйĕн шухăшĕ, шухăшĕ кăна мар: пысăк ĕçе _ градостроительнăй кодекспа тăвас тесен, тĕплĕн шухăшлас пулать. Ман шутпа, федераци çулĕ çывăхĕнче лартнă палăксем никама та чăрмантармĕç, вĕсем аслă çултан 50 метртан ытларах лартăннă. Г.Н.Веденеева проекчĕпе, хурал башнине шаларах лартсан, çак ыйтăва татса пама пулать. Çак вырăнти çĕр хуçисем 2 соткă çĕрне парсан, ку вырăн чăнах та туристсемпе иртсе çỹрекенсене илĕртме пултарать.

Башньăна Шăмăршăра Луговая урамне кайса лартни вырăнсăр тесе шутлатăп. Башня патне çитме лайăх çул тумалла, йĕри-тавралăха илемлетмелле. Ипподрома кайса лартни вара эпир пирĕн районăн историне хисеплеменнине пĕлтерет. Мăшкăл башни туса хурар мар. Кун пек тĕслĕх пур. Акă пысăк укçа тỹлесе туяннă чаплă каретăна çырса-вараласа илемлĕхне пăсаççĕ. Башньăпа юнашар 16-мĕш ĕмĕрте чавнă хỹтлĕх канавне те вырнаçтарсан мĕнле лайăх пулĕччĕ! Тĕрлĕ кĕнекесенче çак канав тарăнăшĕ виçĕ метртан, сарлакăшĕ 4-5 метртан кая пулман тесе çырнă. Пирĕн тăрăхри ялсене хỹтĕлесе тăракансем çак канавра лашапа çỹренине асăннă. Вăрă-хурахсем ан курччăр тесе, хуралçăсен çавăн пек тумалла пулнă. Хам сĕнĕве хаçат вулакансем патне çитерес терĕм. Çак пулас вырăн чи илĕртỹллĕ вырăн пулмалла, ячĕшĕн кăна лартар мар. «Мĕн пĕлнине _ каласа пар, ĕçне тунă чухне _ тĕрĕс ту» _ тенĕ вырăссен паллă математикĕ Софья Ковалевская. Китаецсем вара пысăк ĕç пуçличчен: «Çитсе кур, ăнлан, пурне те килĕшекен япала ту», _ тенĕ. Эпир, вырăссем, чăвашсем: «Çиччĕ виç те пĕрре кас», _ тетпĕр. Галина Николаевна! Тытăннă ĕçе вĕçне çитермеллех, эпир, таврапĕлỹçĕсем, яланах сирĕнпе.

В.АНДРОНОВ, ĕç ветеранĕ, Шăмăршă ялĕ.



08 августа 2025
14:33
Поделиться