Запорожье облаçĕнчи ачасем валли
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсемпе ача сачĕсем Запорожье облаçĕнчи Бердянск районне шефа илни çинчен пĕлетпĕр ĕнтĕ. Виççĕмĕш çул шăмăршăсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн шефа илнĕ ачасем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатаççĕ. Хальхинче ачасемпе педагогсем валли питĕ кирлĕ канцеляри хатĕрĕсене 12 коробка ăсатнă. Çак пархатарлă ĕçре волонтерсем пысăк хастарлăх кăтартнă. Гуманитари пулăшăвĕ пама округри кашни çынах хутшăнма пултарать. Бердянск районĕн ачисемшĕн кашни тетрадьпе ручка тата вĕренỹре кирлĕ ытти япала _ пысăк савăнăç.