125 пин тенкĕ ытла тавăрса панă

ШĂМĂРШĂ район прокуратури пулăшнипе, управляющи компани нумай хваттерлĕ 4 çуртра пурăнакан 77 çынна юсав ĕçĕшĕн ытлашши илнĕ 125 пин тенкĕ ытла укçана каялла тавăрса панă.

Раççейри пурăнмалли çурт-йĕр çинчен калакан Кодекса пăсса, нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăнăшăн тата юсанăшăн тесе управляющи компани граждансенчен укçа ытлашши илнĕ пулнă. Район прокуратури çак сферăна малалла тĕпчет, çывăх вăхăтра судра хваттер тỹлевĕпе çыхăннă тата 3 ĕçе пăхса тухаççĕ.



15 августа 2025
15:19
Поделиться