Çамрăксен пĕрремĕш разрячĕн нормине пурнăçланă
АВГУСТĂН 11-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче шахмат вăййинче Раççейĕн 2025- çулхи Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă Пĕтĕм Раççей ăмăртăвне савăнăçлă лару-тăрура хупнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе иртекен ăмăртăва Раççейĕн 47 регионĕнчи 627 çамрăк шахматист хутшăннă.
Ăмăртăвăн тĕп парни _ «Акконд» фабрика хатĕрленĕ 700 грамм таякан шоколад кубок. Шăмăршă округĕн чысне Степан Пайминпа Федор Кириллов шахматистсем хỹтĕленĕ. Ăмăртура çĕнтерỹ хыççăн çĕнтерỹ туса, иккĕшĕ те çамрăксен пĕрремĕш разрячĕн нормине пурнăçлама пултарнă.
Е.ЖОЛОБОВА.