«Ан манса кай...»

ЧУНА хумхантарса илемлĕ кĕвĕ янăрать. Телейлĕ мăшăрсем вальсра çаврăнаççĕ. Эпир те _ Нинăпа иксĕмĕр _ ташлатпăр. Темшĕн салхуллă хĕр, куçĕнче те тунсăх палли.

_ Хулана каятăн та, ман çинчен аса та илмĕн, _ терĕ Нина хуллен.

_ Мĕн эсĕ? Сана ăçтан манса кайăп-ха? Сан пек чиперрине, ырă кăмăллине урăх тупаймăп та, _ лăплантаратăп хĕре.

_ Шан-ха сире...

Ташă каçĕ хыççăн Нинăпа чылайччен урамра уçăлса çỹрерĕмĕр. Хĕллехи каç хăйне май илемлĕ: чун-чĕрене тыткăнлать, савăнас, юрлас килет. Эпĕ _ университетра иккĕмĕш çул вĕренекенскер _ ялта канмалли кун çеç пулкалатăп. Акă ыран ирех хулана тухса каймалла. Çавăнпах салхуллă та Нина. Çамрăк-ха вăл, вун пĕрмĕш класс кăна пĕтерет. Шкул хыççăнах пĕрлешме калаçса татăлнă эпир. Пĕр-пĕрне юратни çинчен кашни кунах телефонпа пĕлтеретпĕр, кашни тĕл пулăва тỹсеймесĕр кĕтетпĕр. Эпĕ хĕре манса каймасси çинчен ĕнентерсе тупа тăватăп.

 ... АВТОБУС шоссе çулĕпе хуланалла вĕçтерет. Инçе çултатунсăх пусса илнипе, хампа юнашар ларакан чиперккепе сăмах хускатрăм. Вăл та Шупашкара каять иккен, медицина колледжĕнче вĕренет.

_ Каçсерен кичем, _ йышăнчĕ хĕр.

_ Общежитирен тухмасăр пурăнатăп.

_ Сирĕн патăра хăнана пыма юрать-и? _ хăюллăн ыйтрăм эпĕ.

_ Мĕншĕн юрамасть...

ÇАВ каçхине тĕл пултăмăр эпир Аленăпа. Хам Нинăна сăмах панине мантăм пулмалла. «Авланиччен _ аллă тус», _ темеççĕ-и-ха? Урамра уçăлса çỹрерĕмĕр. Атăл хĕррине çитрĕмĕр, юрату çинчен калаçрăмăр. Çепĕç сăмахсемпе хĕр чĕрине çавăрма тăрăшрăм. Алена хăйне чуп тума та чармарĕ. Эх, çавăн пек хĕрсем ытларах килĕшмеççĕ- и-ха каччăсене?

... АКĂ, каллех яла таврăнатăп. Каçхине Нинăпа тĕл пулатăп. Хулара вара _ Аленăпа. Вăл та кĕтет мана, «юрататăп» тет. Хитре хĕр, ним те калаймăн. Хăшинпе çỹрес-ши ĕнтĕ манăн? Иккĕшĕ те килĕшет, иккĕшĕ те мана ĕненет. Нинăна пăрахăттăм _ çамрăк хĕрĕн чунне амантăп. Ытла та черчен-çке хĕр чĕри. Аленăран пăрăнсан _ хулари тунсăхлă каçсене кампа ирттерес?

Калăр-ха мана, «Шурăмпуç» кăларăм тусĕсем: хăшне суйласа илес-ши?

С.ИВАНОВ.



15 августа 2025
15:25
Поделиться