Аса илỹ
Çĕрĕпех кĕçĕр ыйхăм килмерĕ,
Иксĕмĕрĕн пурнăç ăшăмра сỹнмерĕ.
Пурнăçран ĕмĕрлĕх уйрăлтăн эсĕ паян,
Анчах эпĕ сана чĕререн нихçан кăларман.
Кĕмĕл çĕрĕ çути яланах пĕрлеччĕ,
Пире пурăнма вăл вăй-хăват кỹретчĕ.
Кашни çĕнĕ кун ыр сунатчĕ пире,
Телейлĕччĕ эпир, хаяр вилĕм вăхăтсăр уйăрчĕ пире.
Пурнăç кустăрми такăнмасăр шурĕ,
Турă панă пархатар туслă çемье турĕ.
Утрăмăр çав çулпа пурнăçа савса,
Пĕр-пĕрне ăнланса, ялан сума суса.
Тухăçран кашни ир сар хĕвелĕ тухать,
Çĕр çинчи пур çын та ĕмĕтпе вăранать.
10 çул çитрĕ _ эс пирĕнпе мар,
Асăмран та тухмастăн _ ĕнтĕ мĕн тăвар.
Пурнăç алăкĕ çапла майĕпен хупăнать,
Иртни ĕмĕрлĕхе асра тăрса юлать.
Çут çанталăкăн тĕп саккунĕ çапла пуль,
Çыннăн шăпине Турă çырать пуль.
Мария ЖАМКОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Кивĕ Чукал ялĕ.