Ашшĕ _ вырать, ывăлĕ _ турттарать
Юрий Лепешкин фермер хуçалăхĕнче 90 гектар çинчи кĕрхи тулла тата сăра тумалли 40 гектар урпана лайăх çанталăкра пуçтарса кĕртнĕ. Тухăç аван: кашни гектар вăтамран 40-шер центнер ытла панă. Тыр-пула «Полесье» комбайнпа фермерăн ашшĕ _ Алексей Петрович _ вырса çапать, КамАЗ автомашинăпа Юрий Алексеевич хăй турттарать.
С.ИВАНОВ.