Асран тухми Ҫтаппан Лашман

Асран тухми Ҫтаппан Лашман

Патирекри шкул коллективĕ чвашсен паллă писателĕпе Ҫтаппан Лашманпа 1957 ҫулта тĕлпулу йĕркеленĕччĕ.

— Ачасем, мăнукăмсем! Тăван халăха, аҫăр-аннĕр чĕлхине юратăр, сума сăвăр. Ваттисене хисеплĕр, ҫăкăртан аслă ан пулăр, — тенĕччĕ Степан Митрофанович. Яла килсен вăл тăванĕсемпе, ҫывăх ҫыннисемпе, уй-хирте тата фермăра ĕҫлекенсемпе ăшă тĕлпулу йĕркелерĕ, чăваш литературин аталанăвĕпе тата хăйĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

«Эпĕ тăван ялти шкулта вĕрентĕм. Ман учитель М.Д. Крыловччĕ. Вăл ун чух вунсаккăрта кăначчĕ. Апла пулин те революци хĕмĕпе ҫунакан йĕкĕтчĕ. М.Д. Крылов маншăн чи хаклă ҫынччĕ. Яла килсен чăн малтан ун патне кĕнĕ эпĕ. Эпир унпа пĕртăвансем пек тĕл пулаттăмăр», — ҫырнă писатель хăйĕн «Патирек ҫуттисем» кĕнекинче.

Акă унăн биографийĕн хăш-пĕр йĕркисем. Ҫтаппан Лашман (Авксентьев) 1995 ҫулхи августăн 6-мĕшĕнче Патирекре ҫуралнă. Ялти шкул хыҫҫăн Чĕмпĕрти строительсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Паллах ĕнтĕ, чухăн хресчен ачине хулара пурăнма пĕрре те ҫăмăл пулман.

Октябрьти революци хыҫҫăн Ҫтаппан Хĕрлĕ Ҫар ретне тăнă, ҫамрăк Совет республикине тăшмансенчен хỹтĕленĕ. Граждан вăрҫи вĕҫленсен нумай ҫул хушши республикăри радио ҫуртĕнче тата хаҫат-журналсен редакцийĕнче ĕҫленĕ, чăваш литературине аталантаракансенчен пĕри пулнă.

1920 ҫулта Степан Митрофанович «Канаш» хаҫат редакцийĕнче, каярахпа РОСТ тата ТАСС корреспонтенчĕнче ĕҫленĕ. Ирсĕр элеке пула, Лашмана «халăха тăшманĕ» тесе айăпланă, нумай ҫула ирĕкрен хăтарнă. Апла пулин те писатель тĕрĕслĕхшĕн кĕрĕшме пăрахман, таса ята вараламан.

Аслă Отечественнăй вăрҫă хыҫҫăн С.М.Лашман «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче вăй хунă. «Кăвак хуппи», «Патирек ҫутисем», «Иван Космовский» тата ытти те — пурӗ 15 кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă.

Пирĕн шкулти тĕлпулу хыҫҫăн вăхăт нумай та иртмерĕ, эпир пысăк посылка илтĕмĕр. Унта 60 кĕнекеччĕ. Кашни хуплашки ҫинех ҫапла ҫырнăччĕ: «Патирек шкулĕн ачисене Ҫтаппан Лашман писательрен. Асăнмаллăх». Кусем, паллах, унăн килти библиотекинчи кĕнекесем пулнă ĕнтĕ. Писателĕн «Кăвак хуппи», «Патирек ҫутисем», «Иван Космовский» произведенийĕсене тата Н.Е. Евдокимовăн «Крепков» повеҫ ял ҫыннисем алăран алла ҫỹретсех вуларĕҫ. Степан Митрофанович Космовскийĕн Крепкова ҫывăх пĕлнĕ, юлташлă та пулнă.

Ф.Мансуров
Патирек ялĕ
«Шăмăршă хыпарĕ» хаҫачĕ

 



15 августа 2025
16:50
Поделиться