Чĕрỹ ыратмасть-и, пушă çурт хуçи?

Чĕрỹ ыратмасть-и, пушă çурт хуçи?

ÇĔР, ял, хресчен... Çак сăмахсем пуçăма кĕрсе вырнаçнă та, тухма пĕлмеççĕ. ...Кашни çын ирпе сĕтел хушшине ларать. Мĕн те пулин çимелле. Апат-çимĕç продукчĕсем ăçтан тупăнаççĕ _ шел, çакă пурне те шухăшлаттармасть. Шухăшлаттарма тивĕç пулин те.

Ял çине алă сулса, хресчене ĕçсĕр хăварса эпир çав тери пысăк йăнăш турăмăр. Юлашки 20 çул хушшинче хамăрăн Шăмăршă муниципалитет округĕнче 3 пин ытла çын чакнă. Кашни ялтах _ 60-70 çурт таранах _ пушă. Хăшĕ-пĕри _ тăнтăн-ха, теприсем вара тусма та пуçланă. Ача- пăча выляма кĕрсен, çурт-хуралтă ишĕлсе анасран чун хăрать. Ял çынни выльăх усрама пăрахрĕ. Малтан _ лашана, унтан ĕнене тĕп турăмăр. Хĕле ăсатма, округĕпех шыраса, хыçлă çуна кỹлнĕ пĕр лаша тупаймастпăр та, мĕн каламалли? Шăмăршă Акатуйĕнче те малти вырăнсене ютран килнисем çĕнсе илеççĕ. Тахçан _ ипподрома хута янă чух _ пирĕн пуçлăхсем Шăмăршăра лаша спорчĕн шкулне уçасси пирки хăпартланса мухтанни пуш параппан сасси пек çеç пулчĕ.

«Сана лаша мĕн тума кирлĕ, мотоблок туян!» _ çапла хытах каларĕ мана пĕр пуçлăх чĕлхесĕр янаварсем пирки сăмах хускатсан.

Çапла, мотоблокпа тем тума та пулать: пахча сухалама та, милĕк хуçма вăрмана çỹреме те, арăма лартса хăнана кайма та...

Анчах маншăн лашасăр ял _ ял пек туйăнмасть. Ирсерен урампа утакан ĕне кĕтĕвĕсĕр ял та _ ял пек мар. Тен, ĕлĕкхилле шухăшласа, хытă йăнăшатăп? Техника ĕмĕрĕнче лаша та, ĕне те пысăк пĕлтерĕшлех мар пулĕ? Кай та лавккана, мĕн кирли пурте пур. Апат-çимĕçĕн иккĕ-виççĕмĕш пайне ют çĕр-шывсенчен илсе килеççĕ. Çак продуктсем сывлăхшăн усăллă-и, сиенлĕ-и _ Турă çеç пĕлет. Тĕрĕслекен органсем çулленех япăх пахалăхлă пин-пин тонна продукта свалкăна яни çинчен çыраççĕ. Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕмĕрлери, Етĕрнери, Улатăрти садиксемпе шкулсенче япăх пахалăхлă апат çисе ачасем аптăрани çинчен те пĕлтĕмĕр. Йогуртра, запеканкăра, тăварукран хатĕрленĕ сырта чăн-чăн ĕне юр-варĕ кăштах та пулин пур-ши? Сĕт продукчĕсенче _ порошок çеç. Порошок вăл _ вилĕ шĕвек. Пире _ çемьери ултă ачана _ анне кашни ирех хамăр ĕнен ăшă сĕтне ĕçтерни асăмрах. Каçхине _ кĕтỹ ансан _ каллех сĕт ĕçнĕ. Лавкка апачĕсĕрех пурăннă, сывлăхлă çитĕннĕ. Пирĕн ỹсĕмри арçын ачасем пурте пекех салтака юрăхлă пулнă. Хĕрсем качча кайса сывлăхлă ача çуратнă.

1990-çулта Раççейре унчченхи колхозсемпе совхозсенче 17 миллион ĕне шутланнă. Паян ял хуçалăх предприятийĕсемпе килти хуçалăхсем пурĕ те 4 миллион çеç тытаççĕ. Раççей ют çĕр-шывсенчен çулталăкра 6 миллион тонна типĕ сĕт туянать. Шăпах çав порошок юр-варне туянатпăр та эпир лавккара, хамăрăн ачасене те çитеретпĕр. Ỹсĕреççĕ те: «Сывлăха!» _ тетпĕр. Сывлăха-ши?

Çĕр-шыва санкцисемпе хĕссе лартнă тапхăрта апат-çимĕç дефицичĕ пулас хăрушлăх та пур. Аш-какайпа сĕт продукчĕсен хакĕсем хăпарнăçем хăпарса пыраççĕ. Çăкăр хакĕ те ỹсет. Юлашки 20 çул хушшинче хамăрăн Шăмăршă округĕнчи ялсенче килти пахчари çĕр улми лаптăкне виçĕ хут ытла чакарнă. Ял хулана çĕр улмипе тивĕçтерейми пулчĕ, çавна май «иккĕмĕш çăкăрăн» сутлăх хакĕ темиçе хут ỹссе кайрĕ.

Кăçал та, акă округри фермерсем çĕр улмине 39 гектар çеç çитĕнтерчĕç. Аслă ăру çыннисем манман пулĕ-ха: 1985-çулта Шăмăршă, Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Ирçе Тĕкки ялĕсемпе Канаш паççулккине пĕрлештернĕ «Шемуршинской» совхоз хăй кăна _ 135 гектар, Васан,Ярăслав, Кивĕ Шăмăршă ялĕсенчен тăракан «Гвардеец» совхоз _ 108 гектар, Палтиелпе Патирек ялĕсене пĕрлештернĕ «Ленинская искра» колхоз _ 270 гектар, Анат Чаткас, Тури Чаткас ялĕсемпе М.Горький тата Хĕрлĕ Васан паççулккисенчен тăракан «Восход» колхоз _ 185 гектар, Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсене пĕрлештернĕ «Аврора» колхоз 180 гектар çĕр улми çитĕнтернĕ. Ытти хуçалăхсем те «иккĕмĕш çăкăр» валли пысăк лаптăк уйăрнă.

Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ пултăр тесен, халăха мăйракаллă шултра выльăх усрама, çĕр улмипе ытти пахча çимĕç çитĕнтерме хавхалантармалла тесе шутлатăп. Пĕр тăхтаса тăмасăр, округра хатĕрлев ĕçне йĕркелесе ямалла. Халĕ мĕн куратпăр-ха: хамăртан ытлашши çĕр-улмине те, пахча çимĕçпе улма-çырлана та ниçта чикме аптăратпăр. Кашни çынах пасара е Шăмăршăри «Пятерочка» лавкка умне пырса сутаймасть, вăтанать е вăхăт та тупаймасть. Унчченхи пек хатĕрлевçĕ тата хатĕрлев кантурĕ пулсан, ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарас ыйту та татăлĕччĕ, патшалăхшăн та усă пулĕччĕ.

...СТАТЬЯНА «Чĕрỹ ыратмасть-и, пушă çурт хуçи» ята ахальтен памарăм. Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа _ енчен те пушă çурт хуçи виçĕ çул хушшинче ялти хуралтине пĕрре те çĕнетмерĕ пулсан _ çурта патшалăх туртса илме пултарать. Кун пирки ятарлă Указ йышăннă.

Пушă çуртсем _ ял илемне янипе пĕрлех _ вут-кăвар тухас хăрушлăх та кăларса тăратаççĕ. Вĕсен хуçисем _ ялтан вуçех сивĕннĕ пулсан _ пушă çуртсене саккунпа килĕшỹллĕн йĕркене кĕртмелле. Чунпа ялтах юлнисем тăван çĕр çине таврăнса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсен, килти хуçалăха аталантарсан тем тери лайăх пулĕччĕ. Яла пĕтме парас марччĕ, тăванăмăрсем!

Ив.САЛАНДАЕВ.



15 августа 2025
14:57
Поделиться