Чăваш Ен Пуçлăхĕ футбол манежне старт панă

ИРТНĔ шăматкун Шупашкарти «Труд» стадионта футбол манежне уçнă. Футболпа туслă çамрăксене спортри пуласлăхне аталантарма питĕ лайăх майсем кỹрекен комплекса тухăçлăн ĕçлесе кайма республика Пуçлăхĕ Олег Николаев старт панă. Олег Алексеевич манежа республикăри футбол шкулĕн тĕп бази тăвасси, ăна регион шайĕнчи футболистсене хатĕрлекен центр статусне пама ыйту тăратни çинчен пĕлтернĕ.
Манеж чăнласах та мăнаçлă _ хир пек аслă. Икĕ хутлă капмар çуртра пĕтĕмĕшле 4,5 пин ытла тăваткал метр лаптăк йышăнать. Малашне ку çурт чăваш футболĕн тĕп килĕ пулса тăрĕ. Тренировкăсемпе ăмăртусем ирттерме кунта питĕ лайăх.
Е.ЖОЛОБОВА.