«Эх, пуласчĕ ман сан мăшăру...»

(Кăмăллă та чипер пикесене _ темиçе сĕнỹ)

ЧИ малтан, тум çинчен манма юрамасть. Л.Н.Толстой: «Арçын нумай çитменлĕхе каçарать, анчах сăнсăр-пуçсăр, килĕшỹсĕр, тирпейсĕр тăхăннине нихăçан та каçармасть», _ тесе, паллах, тĕрĕс те каланă пулĕ.

Арçын туйăмĕсене çи-пуçпа илĕртсе хускатас туртăм уйрăмах юлашки вăхăтра палăрать: çатă тытакан кĕске юбка, хитре пушмак, çурăклă аркă, уçă хăй умĕ, витĕр курăнакан пусмасем хĕрарăма уйрăмах хỹхĕмлетеççĕ.

Анчах хăвна тумпа çеç мар, çын умĕнче тытма пĕлессипе, килĕшỹллĕ хусканупа, куçран пăхма пĕлнипе, йăл кулăпа, сăмахпа та кăтартма пĕлмелле. Арçынсене илĕртмелли ăсталăх вăл _ сĕнме пĕлни, унтан юри тенĕ пек килĕшни, каярах хирĕçлени _ тĕлĕнмелле хăватлă хĕç-пăшал. Çав вăйă çав тери интереслĕ вĕçленме пултарать. Ун йĕрки-мĕнĕ тахçанах паллă пулин те, «таппа» лекни пĕрех тупăнать. Арçынсем хăйсен вăй- хăватне, пултарулăхне ĕненсе тăраççĕ, хăйсемпе кăшт çеç интересленнине çăмăллăнах йышăнаççĕ, ответлă интерес кăтартаççĕ. Çавăнпа илĕртме пĕлекен хĕрарăм арçынна нумай вăй хумасăрах хăй хыççăн илсе кайма пултарать.

Кунашкал хĕрарăмăн чи пĕрремĕш пулăшуçи, паллах, унăн хитрелĕхĕ. Илем вăйĕпе тата хăвачĕпе урăх мĕнех танлашайĕ-ши?

Паллах, çамрăклăхпа сывлăхсăр илемлĕ пулма йывăр. Анчах хĕрарăмла ăшăлăхпа черченлĕхсĕр сăнпа илемлĕ çын та мрамор пек туйăнĕ. Илемсĕр пуçне арçынна хĕрарăмра вăл вăтанма пĕлни килĕшет. Вăтанчăклăх _ арçынна хĕрарăм урисем патне илсе пыракан талисман. Вăтанчăклăх çыхăнăва упракан тата юратăва вараланасран сыхлакан бальзам. Вăтанма пĕлменни çыхăнусенчен чылайăшне аркатма пулăшать. Шăпах вăтанчăклăх хĕрарăма _ вăрттăнлăх, темле ăнланмалла мар сапăрлăх парнелет. Ун хусканăвĕсене, куçĕпе пăхнине, сăмахĕсене тĕлĕнмелле хитрелĕх кỹрет. Юратман çынран çеç вăтанмаççĕ. Часах çавăрма май çукки те хĕрарăма арçын куçĕ умĕнче хăйне евĕр чиперлĕх кỹрет. Çăмăллăн лекмен юратăва хытă хаклаççĕ. Чăрмавсем юратăва пылакрах тăваççĕ. Арçынсем çăмăл çĕнтерĕве хакламаççĕ, унран сивĕнеççĕ.

АЛЕНА.



15 августа 2025
15:37
Поделиться