Эсĕ _ манăн пурнăç...

ЮРАТУ виçĕ çул пурăнать теççĕ. Пилĕк çул текенсем те пур. Эпир вара, вĕсене ĕненмесĕр, 25 çул _ пĕрле! Тепĕр пилĕк хут 25 çул та пурăнма хатĕр. Манăн хаклăран та хаклă арçыннăм! Эсĕ _ пирĕн ачасен ашшĕ, çемье тĕрекĕ, кил-йыш хỹтĕлевçи. Малтанхи тĕл пулăва ас тăватăн-и? Эпĕ вара манман, çав каçа час-часах аса илетĕп.
...Ялти клубра илемлĕ музыка кĕрлет. Çамрăксем мăшăрăн-мăшăрăн ташă картинче çаврăнаççĕ. Эсĕ мана ташлама чĕнтĕн те, хирĕçлемерĕм. Çап-çамрăк пулнă вĕт-ха эпĕ ун чух, 17 çул тултарса 18-а çеç пуснă. Эсĕ _ пилĕк çул аслăрах. Салтакран тин çеç таврăннă яштака пỹллĕ, илемлĕ каччă.
Çав каçран эпир тăтăш тĕл пулма тытăнтăмăр. Эпĕ 18 çул тултарсан ЗАГС пайне кайса çырăнтăмăр. Аттепе анне халех качча парасшăн марччĕ, малтан вĕренсе специальность илмелле тетчĕç. Итлемерĕм, вĕсем каланă пек туманшăн паян пĕрре те ỹкĕнместĕп. Качча кайсан куçăмсăр майпа аслă шкултан вĕренсе тухрăм. Упăшка _ çав тери лайăх çын. Аттепе анне те хăйсен кĕрĕвне юратаççĕ. Урăх мĕн кирлĕ-ха çемьере телейлĕ пулма? Эпир пĕрне-пĕри хисеплетпĕр, йывăрлăхран пĕр-пĕринпе канашласа, ваттисене итлесе тухма тăрăшатпăр. «Шурăмпуç» кăларăмăн çамрăк тусĕсене эпĕ пурнăçра лайăх çын тупма, йăнăш утăм тăвасран асăрханма сĕнесшĕн. Лайăх каччăсем çук мар, вĕсене курма-асăрхама пĕлмелле. Тепĕр чух, атте-анне сире тĕл пултарасшăн пулмасан та, чĕрĕре кăна шанса хăвăрăн шăпăра хăвăр суйласа илĕр.
ЛЕНА