Госпитальте сипленекенсене _ пулăшу

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политика пайĕн специалисчĕсем çак кунсенче Хусан хулинчи çар госпиталĕнче сипленекен боецсем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатрĕç. Çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ: парне пуçтарма ятарлă çар операцийĕнче паттăрла çапăçса вилнĕ боец мăшăрĕ тата халĕ СВОра тăракан салтак арăмĕ ырă тĕслĕх кăтартса хутшăнчĕç. Госпитале боецсене сиплеме кирлĕ япаласем тата ытти хатĕрсем ăсатнă.

В.ЕРЕМЕЕВА.



15 августа 2025
14:25
Поделиться