Кандидатсем кĕрешĕве тухнă
2025-ÇУЛХИ сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче эпир тепĕр 5 çуллăха Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлăпăр.
2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Республикăра 908307 суйлавçă шутланнă. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратнă çак кандидатсене регистрациленĕ.
- Владимир Дмитриевич Ильин _ «Чăвашлифт» ООО генеральнăй директорĕ («Пенсионерсен партийĕ» тăратнă).
- Максим Викторович Морозов _ «Сĕнтĕрвăрринчи Сĕт завочĕ» ООО генеральнăй директорĕ («Çĕнĕ çынсем» парти тăратнă).
- Олег Алексеевич Николаев _ Чăваш Республикин халĕ ĕçлекен Пуçлăхĕ (хăйне хăй тăратнă).
- Владимир Сергеевич Савинов _ «Наука экспертизисен бюровĕ» коммерциллĕ мар автономла организаци директорĕ («Симĕссисем» парти тăратнă)».
- Константин Олегович Степанов _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ (ЛДПР парти тăратнă).
Аса илтеретпĕр: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» («Единая Россия»), КПРФ тата «Тăван çĕр-шыв» («Родина») партисем хăйсен кандидатне тăратман, суйлавра Чăваш Республикин халĕ ĕçлекен Пуçлăхĕшĕн Олег Алексеевич Николаевшăн сасăласси çинчен пĕлтернĕ.