Кĕр аки те çывхарать
ОКРУГРА вырма ĕçĕ вĕçленмен пулин те, ял çынни кĕр аки пирки те паянах шутлать. Кăçал кĕрхи тулă тухăçĕ пысăк пулнине шута илсе (гектартан _ 40-45 центнер) çитес çул валли ăна 1599 гектар (2025 çулта 1059 гектар пулнă) акса хăварасшăн. Хальхи вăхăтра кĕр тырри акма çĕр хатĕрлеççĕ. Вăрлăх пур çĕрте те çителĕклĕ.