Николай Сидоров _ фестиваль-конкурс лауреачĕ

Николай Сидоров _ фестиваль-конкурс лауреачĕ

ÇАК кунсенче Куславкка хулинче паллă купăсçа Петр Шоркина асăнса республикăри «Чăваш кĕввисем» фестиваль-конкурс иртнĕ. Унта 8 муни- ципалитет округĕнчи 42 коллектив хутшăннă.Жюри пирĕн округри Карапай Шăмăршă çамрăкĕн _ Николай Сидоров купăсçă тата юрăçăн _ пултарулăхне пысăк хак панă, фестиваль-конкурсăн I-степень Дипломĕпе чысланă. Николай «Вăйлă Раççейшĕн» номинацире палăрнипе çеç çырлахман, «Купăсçă солистсем» номинацире те I-степень Диплома тивĕçнĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



15 августа 2025
14:26
Поделиться