Олег НИКОЛАЕВ: «Кашни уяр кунпа, кашни сехетпе туллин усă курмалла»

Олег НИКОЛАЕВ: «Кашни уяр кунпа, кашни сехетпе туллин усă курмалла»

ИРТНĔ çулхипе танлаштарсан, кăçал уй-хиртен кĕрекен тырă тухăçĕ 30 процент пысăкрах пулас шанăç пур. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев пĕлтернĕ.

Çанталăк условийĕсем май панипе, вырма ĕçĕсем кăçал иртнĕ çулхинчен маларах пуçланнă. Хальлĕхе гектарăн вăтам тухăçĕ 40,3 центнерпа (иртнĕ çул _ 32,3 центнер) танлашать. Пĕр вăхăтрах пахча çимĕçпе техника культурисене те пуçтарса кĕртеççĕ.

 «Мĕн пур тухăçа тирпейлĕ пуçтарса кĕртсе пỹлмене хывас тĕллевпе, кашни уяр кунпа, кашни сехетпе туллин усă курма ыйтатăп, _ тенĕ канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. _ Сутма палăртнă калăпăша пурнăçлама та васкамалла, мĕншĕн тесен тырă хакĕ паян хресчене пăшăрхантармалла мар». Республикăра вырма ĕçĕсене тĕш тырă пуçтарса кĕртекен 700 ытла комбайн хутшăнать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарулăх кăтартнипе тата тăрăшнипе, пирĕн аграрисем ял хуçалăх техникин паркне 30 процент ытла хальхи вăхăтри çĕнĕ техникăпа пуянлатнă. Пысăк хăватлă тата шанчăклă техника вырмари тăкака чакарма май парать.

Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче республикăра çĕнĕ тырă йышăнма тытăннă. Тулă хакĕ _ пĕлтĕрхи çак вăхăтри шайра. 2025-çулта республикăра ỹсен-тăран отрасльне пулăшмашкăн 1,1 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă, çак укçан пĕр пайĕ аграрисем патне çитнĕ ĕнтĕ.

Республикăра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Хальлĕхе кирлин 73 процентне хатĕрленĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Çĕнĕ комплекссем хута янă май, выльăх апачĕ те ытларах хатĕрлеме тивет.

Олег Николаев канашлура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕре ĕçе кĕртмеллине палăртсах каланă.

«Çĕр _ пирĕн тĕп ресурс, _ тенĕ Олег Алексеевич. _ Унăн кашни сотăйĕпе ăçта мĕнле усă курнине пирĕн лайăх пĕлсе тăмалла. Малашне куншăн тата та хытăрах ыйтăпăр. Ăçта çитменлĕхпе йăнăш пур _ пĕр тăхтаса тăмасăр тỹрлетмелле. Çакă пире Чăваш Ен аталанăвĕн Программине, республика халăхĕ умĕнхи обязательствăсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшĕ».

А.АЛЕКСАНДРОВА.



15 августа 2025
14:33
Поделиться