«Пехете» халăх юратать

«Пехете» халăх юратать

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе, нумаях пулмасть Шупашкарта фермерсем туса илекен продукцие сутакан «Пехет» агромаркет уçăлчĕ. Вăл «Каскад» ТРЦ çуртĕнче вырнаçнă, пурĕ 4,2 пин тăваткал метр йышăнать.

Шупашкара кайсан «Пехете» çитсе курмасăр чăтаймарăм. Мĕн кăна сутмаççĕ-ши кунта? Тин çеç хатĕрленĕ кăлпасси, кăмакаран халь çеç кăларнă ăшă çăкăр, сĕт-çу продукцийĕ, аш-какай, çĕнĕ пыл, тĕрлĕ сыр...

Фермерсем хăйсем çитĕнтернĕ улма-çырлапа пахча çимĕçе тараватлăн сĕнеççĕ, хакĕ те тем чул пысăк мар. Ытти лавккасем тăрăх çỹремесĕрех _ «Пехетрех» _ кирлĕ чухлĕ апат-çимĕç продукцийĕ туянма пулать. Сутуçăсем «Пехетре» малашне общепит точки тата 70 ытла суту-илỹ вырăнĕ пуласси çинчен савăнсах пĕлтерчĕç.

Эпĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнчи фермерсене тата хăйсен ĕçне йĕркеленĕ çынсене «Пехете» ял хуçалăх продукчĕсене илсе килме сĕнетĕп. Хула халăхĕшĕн те лайăх пулĕ, хăвăр та тупăш илĕр.

В.ЛУКЬЯНОВ.



15 августа 2025
14:56
Поделиться