Помидор... Çын тĕлĕнсе тăтăр!

УКСУССĂР ХАТĔРЛЕНĔ ПЫЛАК ПОМИДОР
Ингредиентсем: 3 л банка валли _ 5 апат кашăкĕ сахăр песукĕ (тỹпелесе), 2 апат кашăкĕ тăвар (тỹпелемесĕр), лимон кислоти (1 чей кашăкĕ); 1 л банка валли _ 2 апат кашăкĕ сахăр песукĕ (тỹпелемесĕр), 0,5 кашăкран кăшт ытларах тăвар, 1 кофе кашăкĕ лимон кислоти, специсем: 2-3 шăл ыхра, чăмăрла (горошек) пăрăç, 3-4 пĕрчĕ гвоздика, кăштах корица.
Банкăна помидорсем, ыхра, чăмăрла пăрăç, гвоздика, корица хумалла, вĕренĕ шыв ямалла. Шыв сивĕнсен кастрюле ярса тепĕр хут вĕретмелле. Вĕресе çитнĕ çĕре шыва тăвар, сахăр песукĕ, лимон кислоти хушмалла. Çакна банкăна ямалла та шăвăç хупăлчапа хупса хумалла. Банкăна пуç хĕрлĕ çавăрса хумалла.
ТИПĔТНĔ (ВЯЛЕНЫЕ ) ПОМИДОР
Ингредиентсем: хытă хупăллă помидорсем (тăрăхлисем аванрах), ыхра, тип çу, тăвар. Помидорсене çурмалла, тăрăхла касмалла. Противень çине пергамент сармалла, тип çупа сĕрмелле. Унта помидор касăкĕсене (каснă енĕ çỹлте пултăр) çумма-çуммăн хумалла, шултра тăвар пĕрчисем сапмалла. 2,5-3 сехет хушши вăтам хĕрỹллĕ духовкăра тытмалла. Кĕленче банкăсене (0,5-0,75 мл пулсан аванрах) çуса стерилизацилемелле. Вĕсене духовкăра типĕтнĕ помидорсене сийĕн-сийĕн хумалла. Кашни сийĕ çине вĕтĕ терка витĕр кăларнă ыхра сапмалла. Сийсене кашăкпа пусарсах пымалла. Банка мăйĕ таран тултарсан тип çу ямалла. Капрон (тимĕр) хупăлчапа хупмалла. Холодильникре е тĕп сакайĕнче упрамалла. Типĕтнĕ помидора хăй хальлĕн çиме те, гарнир валли те усă курма юрать.