Посол çулĕ тата Никишинăпа Улмаллăри археологи палăкĕсем çинчен

Посол çулĕ тата Никишинăпа Улмаллăри археологи палăкĕсем çинчен

ПАЛЛĂ ĕнтĕ, 106 çухрăма тăсăлакан Пасна çырми Улатăр хули патĕнче Сăр (Сура) юхан шывне юхса кĕрет. Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне округĕсем Сăр ен (Присурье) шутланаççĕ.

Пирĕн _ шăмăршăсен _ хамăрăн историе тĕпченĕ чух Сăр ене те манса хăварма юрамасть. X-XV-ĕмĕрсенчи çыруллă документсем питĕ сахал упранса юлнă пулин те, эпир шăпах çак вăхăтра Сăр тăрăхне, çав шутра хальхи Шăмăршă округне Чулхула (Нижний Новгород) енчи вырăссем куçса кил- нине пĕлетпĕр. Çакна Чулхула историкĕ Б.М.Пудасов та çирĕплетет, хăйĕн «Письменные источники по истории Нижегородского края (XIII-начало XVIII в.) ĕçĕнче вăл Дмитрий Константинович аслă княç грамотине асăнать. Унти пĕр сыпăка вырăслах илсе кăтартатăп:

«Князь великий новгородский Нижнева Нова города и суздальской, и городецкой, и курмышской, и сарской, и болгарской, и бельмецкой, и подолской и всея Понизовские земли заволский юрты и севернова государь князь Дмитрий Константиновичь пожаловал есми свих бояр и князей _ дал им местную грамоту по их челобитностью, а по печалованью архимандрита новогородского печерского, отца своего духовногоИоны и по благословению владычного Серапиона, нижегородского и городетского, и курмышского, и серского _ кому с кем сидеть и кому под кем садиться...» Текста чăвашла çапла ăнланмалла: Чулхулапа унăн тăрăхĕн аслă княçĕ Дмитрий Константинович хăйне пăхăнса тăракан боярсемпе княçсене çĕр илсе ял-хула йĕркелеме ирĕк парать, хăйĕн сăмахне герблă грамотăпа çирĕплетет. Малалла грамотăра Сăрпа Пасна тăрăхĕнче пушă выртакан çĕрсене, вĕсенче пулă нумаййине тата çут çанталăк пуян пулнине асăннă.

XV-ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче _ çеçен хирти куçса çỹрекен халăхсем çĕмĕрсе- аркатса тăкнипе _ хальхи Улатăр тата Шăмăршă енчи çĕрсем пушă вырăна («дикое поле») çаврăннă, мангит (ногай) вăрă-хурахĕ вăрмана тарнă ял çыннисене те шыраса тупса, вĕлерсе _ çунтарса асаплантарнă. «Дикое поле» чикки хальхи Ульяновск облаçне кĕрекен Барыш хули таранах пулнă.

Мордва историкĕ П.И.Черменский Улатăрпа Шăмăршă витĕр Аслă Посол çулĕ («Большая Посольская дорога») тăсăлнине асăнать. Посол çулĕ Сăр юхан- шывне Барыш çырми юхса кĕнĕ вырăнта пуçланнă. Çак çулпа патшалăх çыннисем Хусана çỹренĕ. 1543-çулта Посол çулĕпе Шиг-Алей патша Хусана кайнине асăнни пур.

Аваллăх вăрттăнлăхĕсене уçса пама археологи палăкĕсем нумай пулăшаççĕ. 1967-çулта Хусан археологĕ Р.Г.Фахрутдинов Хырлапа Пасна тăрăхне тĕпчесе тухнă. Шăмăршă районĕн территорийĕнче вăл пăлхарсем пурăннă I, II тата III Никишино, I тата II Улмаллă археологи палăкĕсене тупса палăртнă. Çапла вара, эпир Улмаллă, Никишино, Чĕлĕм тăрăхĕнче тахçан авал вырăссем мар, пăлхар-чăваш халăхĕ пурăннине пĕлме пултартăмăр. Археологсем пăлхар ялĕ пулнă вырăна карта çине те ỹкернĕ. Кивĕ масарти виле шăтăкĕнче пăлхарсен пуçа тăхăнмалли япалисене тата пăлхар укçине те тупнă. 1967-çултанпа Никишинăпа Улмаллă ялĕсем патĕнче нимĕнле археологи ĕçĕ те ирттермен, кунта çĕр чавса аваллăх вăрттăнлăхĕсене шырама саккунпа чарнă. Пирĕн тăрăха экспедиципе килнĕ Хусан археологĕ Равиль Габдрахманович Фахрутдинов 2014-çулта çĕре кĕнĕ. Вăл 1975-çулта пичетлесе кăларнă Хусан ханствин археологи картти наукăшăн çав тери хаклă ĕç шутланать. Равиль Габдурахманович çырнă «Очерки по истории Волжской Булгарии», «История татар», «Территория Волжско-Камской Булгарии домонгольского и золотоординского периодов по археологическим и письменным источникам» тата ытти кĕнекесем те таврапĕлỹçĕсемшĕн питĕ интереслĕ.

Археологсем Шамккай-Чукал ялĕсем патĕнче те авал пăлхарсем пурăннă вырăн тупнă. Çĕр чавнин материалĕсене хальлĕхе ниçта та пичетлесе кăларман.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн тата Тутар Республикин патшалăх истори архивĕсен материалĕсемпе усă курнă).



15 августа 2025
15:17
Поделиться