Пулмантăшăн кĕмĕл çăл куçĕ _ сивĕ шывĕпе кăмăла уçĕ

Пулмантăшăн кĕмĕл çăл куçĕ _ сивĕ шывĕпе кăмăла уçĕ

КУÇ микрохирургĕ, Совет Союзĕн тата Раççейĕн паллă офтальмологĕ, профессор, РАМН академикĕ, РАН член-корреспонденчĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ, СССР хисеплĕ изобретателĕ, СССР халăх депутачĕ...

Чаплă та янравлă ятсем нумай пулнă пулин те, Святослав Николаевич Федоров халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех чунпа илемлĕ çын пулса юлнă.

Пирĕншĕн _ Чăваш Республикинче пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисемшĕн _ Святослав Николаевич пин-пин çын куçне куракан тунипе çав тери çывăх. Куç чирĕсен Гельмгольц ячĕллĕ патшалăх институчĕн Шупашкарти филиалĕнче ĕçленĕ чух, Святослав Федоров çĕр-шывра чăн малтан искусствăлла майпа хатĕрленĕ хрусталик лартса суккăрланма пуçланă пин-пин çынна телей парнелет. Святослав Николаевич куракан тунă çынсем пирĕн çĕр-шывра тата чикĕ леш енче питĕ нумай. Раççейри офтальмологсем паян та унăн опычĕпе усă курса операци хыççăн операци тăваççĕ, миллионшар çын тĕттĕмлĕхе сирсе хĕвел çутине курма пуçлать.

Чаплă офтальмолога чăваш халăхĕ хăйĕн чи хаклă ывăлĕсенчен пĕри вырăнне хурса хисеплет. Хамăрăн Шăмăршă муниципалитет округĕн Пулмантăш (Çĕнĕ Чукал) ялĕ çывăхĕнчи пĕр çăл куçа унăн ятне пани те çакнах çирĕплетет. Ял халăхĕ _ ватти те, вĕтти те _ çак çăл куç патне килсе унăн сиплĕ шывне ĕçет, шăнкăртатса юхакан çăл куç йĕри-таврашне тасатса-тирпейлесе хăварать.

Августăн 8-мĕшĕнче Çăл куç улăхне экологсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем, Вырăс Географи обществин представителĕсем, экологи юхăмĕн волонтерĕсем тата культура ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем, чаплă офтальмолога асăнса, ун ячĕллĕ çăл куç шывне пĕр сыпкăм тутанса пăхрĕç, Святослав Николаевича мухтаса чи ырă сăмах каларĕç. Çулталăк каялла Çăл куç улăхĕнче Святослав Федоров ячĕпе чул плита вырнаçтарнăччĕ. Вăл лайăх упранать, ял çыннисем йĕри-таврашне тирпейлесе тăраççĕ. Сăмах май, волонтерсем тăрăшнипе улăхри 11 çăл куçа тасатса çĕнĕ пурнăç панă. Вĕсенчен кашнийĕ «Куç микрохирургийĕ» МНТКфилиалĕ ĕçлекен хула ячĕпе хисепленет. Акă паян та улăха килнисем çăл куçсене тепĕр хут тирпейлесе тухрĕç. Кану сехетĕнче викторина ирттерсе ăс-тăн пуянлăхне тĕрĕслерĕç. Мероприятие йĕркелекенĕ _ Татьяна Ананьевна Федорова _ волонтерсене чун-чĕререн тав туса çапла каларĕ: _ Эсир пур чух Пулмантăшăн кĕмĕл çăл куçĕ _ сивĕ шывпа кăмăла уçĕ. Святослав Николаевича аса илтерекен 11 çăл куç та туллин таптăр, тăван çут çанталăка илем кỹтĕр, çынсене савăнтартăр! Татьяна Ананьевнăн сăмахĕ çумне хутшăнса, эпир те çăл куçсене упракан Пулмантăш ялне, унăн ĕçчен те маттур çыннисене тав тăватпăр. Татьяна Федоровăна вара уйрăмах пысăк тав: вăл тăрăшнипе, унăн канăçсăр та вĕри чĕри çуннипе тăван тавралăх илемленсех пырать. Çăл куç улăхĕ Шăмăршă тăрăхĕнче çеç мар, Чăваш Республикипех чапа тухрĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.

 



15 августа 2025
15:16
Поделиться