«Салтаксем мана чи çывăх тăван пек кĕтсе илчĕç»

Кивĕ Шăмăршă çынни Владислав Ларшников ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан хамăр ентешсемпе тачă çыхăну тытать. Акă çак кунсенче вăл каллех СВОна маскировка сетки тата апат-çимĕç тиесе кайрĕ. Боецсем валли сухан, ыхра тата ытти пахча çимĕç те леçрĕ.
_ Салтаксем мана чи çывăх тăван пек йышăнчĕç, гуманитари пулăшăвĕшĕн чунтан тав турĕç, _ каласа парать Владислав Германович. _ Боецсем Çĕнтерỹ часах пуласса çирĕп ĕненеççĕ.
А.ПЕТРОВА.