Шăмăршă «тинĕсĕ» пулăçсене çеç мар, пурне те савăнтартăр

Шăмăршă «тинĕсĕ» пулăçсене çеç мар, пурне те савăнтартăр

Шăмăршăпа Патăрьел округĕсене тата Комсомольски округĕнчи кăнтăр енчи ялсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерме тунă Шăмăршă управĕнче пулса курма тӳр килчĕ. Кунтан шыв хăçан пама тытăнĕç?

_ Управа 2010-çулта Камил Салихов ертсе пынипе тунă, строительствăна вĕçлесен ăна «Гидроресурс» хысна учрежденийĕн директорĕ пулма шанчĕç, 15 çул ертсе пырать. Шыв пичĕ 423 га йышăнать, управ Хырла юхан шывĕ çинче Палтиелтен пĕр çухрăмра вырнаçнă, 16 млн кубла метр шыв упрамалăх. Вăл _ республикăри округсенчи шыв управĕсенчен чи пысăкки. Вăрнарти 326 га йышăнать, унта шыв 13 млн кубла метр пуçтарăнать, _ терĕ «Гидроресурс» директорĕн çумĕ Марс Абдуллин. _ Эпир халĕ Шăмăршă управĕн пуçĕнче тăратпăр, хĕле кĕрес умĕн кунта шыв чылай хушăнать, пăр лариччен пĕр пайне юхтарса шая антаратпăр. Хырла тăрăхĕнче юр хулăн ларсан управра шыв нумай пухăнать, çавăнпа иккĕмĕш пайне çуркунне кăларса яратпăр. Шыв тарăнăшĕ вăтамран 5,4 метр, управра чи тарăн вырăн 14 метр ытла. Кунта юр шывĕ Хырларан, юпписенчен пуçтарăнать, пĕчĕк пайĕ çеç çăл куçсенчен. Кунта çăрттан, уланкă, карп, чапак, сазан, карас, çĕкĕ ĕрчеççĕ, çупах, çуйăн янă. Пăр çирĕп шăнсанах вак касса пулă тытма куллен 500-е яхăн çын пуçтарăнать.

_ Управа 2025-çулччен республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Гидроресурс» учрежденийĕ пăхса тăнă. Ăна кăçалхи март уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти биологи тасату хатĕрĕсен предприятине пачĕç, ун умне виçĕ округри ялсене кунтан парса тăракан шыва тасатмалли комплекса хута яма тĕллев лартрĕç. Халĕ шăпах çак ĕç пырать. Ăна пурнăçлама лайăх специалистсене ĕçе йышăнтăмăр, вĕсем шыв тултармалли, ăна тасатмалли, пăрăх тăрăх округсене хăваламалли мĕн пур оборудование, çав шутра кашни арматурăпа задвижкăна, тĕрĕслерĕç, çитменлĕхсем тупсан юсарĕç е конструкцисене улăштарчĕç. Водолаз тумтирĕпе управ тĕпне анса шыв уçламалли пăрăх пуçĕсем çĕрсе пĕтмен-ши тесе çывăх вăхăтрах пăхăпăр. Электричествăпа тивĕçтермелли, унпа шыв парса тăрассине, ăна тасатассине йĕркелемелли оборудование, частота преобразователĕсене тĕрĕслерĕмĕр, вĕсенче те дефектовка ирттертĕмĕр. «Шыв тултарнă резервуарсем юхтармаççĕ-ши?» _ тесе пурне__те тĕпчерĕмĕр. Ăна уçламалли 1-мĕш шайран шыва контактлă резервуарсем патне çитертĕмĕр, вĕсене опрессовка тата дефектовка турăмăр. Резервуарсене хатĕрлес енĕпе татах тумалли пур-ха. Ĕçсен тепĕр тапхăрĕнче реагент хуçалăхĕнче наладка пуçлатпăр. Уйăх çурăран контактлă осветлительсен сооруженийĕсене хута яратпăр. Кунта та кăлтăксем пур, вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлеме специалистсене ĕçе илетпĕр. Каярахпа вара вĕсене ĕçмелли шыв парса тăмалли технологипе мĕн пур оборудование талăкĕпех ĕçлеттерме хăнăхтарăпăр. Çак кун тĕлне шыв пăрăхне проектпа палăртса хунă кашни ял патнех çитермен-ха, халĕ çав ĕç малалла пырать. Эпир кăçал Шăмăршă ялне çитиччен хывнă пăрăхсене тĕпчерĕмĕр, кăлтăксем тупса палăртрăмăр, вĕсене пĕтерме саккасçăн пĕрлехи служби задани хатĕрлет. Çавăн пекех Патăрьел округне тăснă пăрăхсен ушкăнне те тĕрĕслĕпĕр, _ пĕлтерчĕ спутник хулари предприятин тĕп инженерĕ Александр Емельянов.

Ю.МИХАЙЛОВ.



15 августа 2025
14:21
Поделиться