Шăмăршă урамне чул сарнăранпа _ 75 çул
ÇАПЛА, темле чаплă юбилей пулмасан та, кĕрлĕ-çурлă çанталăкра ĕмĕрĕпех пылчăк çăрăлнă Шăмăршăшăн 1950- çулхи август уйăхĕ историе кĕрсе юлма тивĕç. Çав çул Никишино ялĕ патĕнчи карьертан чул кăларса район центрĕнчи Советсен урамне илем кỹнĕ. Сентябрь уйăхĕнче вара Карапай Шăмăршăри пĕр урама та чул сарса çирĕплетнĕ. 1967-çулта _ патшалăх «Çĕрпỹ-Сызрань» трассăна туса пĕтерсен _ Шăмăршăри Космовский урамне, аслă çултан пуçласа райком çурчĕ патне çити (халĕ _ район сучĕн çурчĕ), асфальт сарма май килнĕ. 1985-çулта _ шăпах 40 çул каялла _ районти ялсене çыхăнтаракан çулсене те асфальтпа витме тытăннă. Паян Шăмăршă округĕнче асфальт çул _ 176 километр ытла, ялсене 14 тимĕр-бетон кĕпер çыхăнтарать.