Социаллă контрактпа _ пулăшу

САХАЛ тупăш илекен çемьесене пулăшас тĕллевпе, Шăмăршă муниципалитет округĕнче вĕсемпе патшалăхăн социаллă контрактне йĕркелеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 173 çын 38,4 миллион тенкĕлĕх контракт тунă. Çав шутра: 25 контракт _ ĕç шырас тата ĕçе вырнаçас тĕллевпе, 48 контракт _ бизнеса тытса пыма тата харпăр хăй ĕçне йĕркелеме (самозанятые), 99 контракт _ килти хушма хуçалăха аталантарма, 1 контракт укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илме.

2025 çул вĕçлениччен тата 5,9 миллион тенкĕлĕх 38 контракт йĕркелеме палăртнă.



15 августа 2025
15:20
Поделиться