Стадион шавларĕ те кĕрлерĕ

ИРТНĔ шăматкун _ августăн 9-мĕшĕнче _ Физкультурник кунне чысласа Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн стадионĕнче çулталăкри чи пысăк сывлăх уявĕ шавларĕ те кĕрлерĕ. Стадиона _ ача садне çỹрекенсенчен пуçласа _ 70-80 çулти спорт ветеранĕсем те кĕшĕлтетсех килнĕ. Чылайăшĕ _ çемйипех. Кунĕ те илемлĕ пулчĕ те, кашнийĕн сăн-питĕнче хĕвел шевли вылянăн туйăнать.
Ырă йăлапа, уяв хаваслă зарядкăран пуçланчĕ. Хаçат журналисчĕ те _ фотоаппарата мăйран çакса ярса _ ыттисемпе пĕрле илемлĕ кĕвĕпе вăй-хал упражненийĕ тумасăр тỹссе тăраймарĕ.
Акă пурте вăрăм строя йĕркеленсе тăчĕç. Чуна хускатса, чĕрене хумхантарса Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăраççĕ. Уява пуçтарăннисене Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев, «Туслăх» спорт шкулĕн директорĕ Павел Макаров Физкультурник кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, спорта юратни Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕ пулма тата сывлăха çирĕплетме пулăшнине палăртрĕç.
Паллах, уяв парнесĕр пулмасть. Акă паян та округри физкультурăпа спорта аталантарассишĕн пысăк вăй хуракан, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе пурне те сывă пурнăç йĕркине юратма хавхалантаракан маттур çынсене Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе чысларĕç. ГТО нормативĕсене туллин пурнăçланисене вара удостоверени парса хисеп турĕç.
_ Значокне каярахпа паратпăр! _ йăл! кулса хавхалантарчĕ ГТО енĕпе пысăк хастарлăх кăтартнисене спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Вячеслав Антонов.
Уяв программи питĕ пуян. 60 метра тата 1500 метра чупасси, çăмăл атлетсен эстафети, çемье эстафети, канат туртса вăй виçесси, пляж волейболĕ, шашка тата шахмат вăййисем, сĕтел çинчи теннис тата ытти те.
Чи пахи _ çĕнтерни мар, çак ăмăртусене хутшăнни. Çапах та вăйлисемпе хастаррисене палăртмаллах: ял территорийĕсен командисем хушшинче Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн спортсменĕсем (капитанĕ _ Вячеслав Яковлев) пурне те ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Вĕсенчен Шăмăршă тата Пуянкасси ял территори уйрăмĕсен командисем те (капитанĕсем _ Андрей Удинпа Сергей Петров) нумай юлмарĕç.
Предприятисемпе учрежденисем тата организацисем хушшинче Шăмăршă вăтамшкулĕн (Вера Хорькова), Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн (Андрей Вазанов) тата Шăмăршă район больницин (Ирина Смирнова) командисем спортăн кашни енĕнче тенĕ пекех малти вырăна йышăнчĕç.
Ăмăрту пынă вăхăтра эпĕ спорт ветеранĕсемпе курса калаçрăм.
Иван САБАЕВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ĕç ветеранĕ, Карапай Шăмăршă ялĕ:
_ Уява килмесĕр чун чăтмарĕ! Хамăн вĕренекен пулнă çынсем спортра пысăк çитĕнỹ туни чунтан савăнтарать. Шăмăршă округĕнчи спорта аталантарассишĕн тăрăшакан çынсене _ чĕререн тав!
Петр ИЛЬДЯКОВ, ĕç ветеранĕ, Кивĕ Чукал ялĕ.
_ Сывлăх чаплах мар пулин те, инçе çула пăхмасăр Физкультурник уявне курма килтĕм. Хамăн ĕмĕрте округри пĕр пысăк ăмăртăва та хутшăнмасăр юлман, халĕ ман йăлана ывăлăмсем малалла тăсаççĕ. Ăмăртăва йĕркелесе ирттерекенсене тав сăмахĕ калатăп.
Владимир ШУРЯКОВ, Шăмăршă округĕн хисеплĕ гражданинĕ, ĕç ветеранĕ, Шăмăршă ялĕ:
_ Уяв программине питĕ пĕлсе йĕркеленĕ, ăмăртусене кашни çын хутшăнма пултарать. «Туслăх» спорт шкулĕ округра пурăнакансене хăй патне магнит пек туртни савăнтарать. Эппин, спортра пире улăштаракансем пур, эпир Шăмăршă çĕрĕнчен тĕнче, Европа, Раççей, республика чемпионĕсем тухасса кĕтетпĕр!
Ив.САЛАНДАЕВ.