Ăçта-ши эс, кампа-ши эс?
САР çулçăсем вĕçсе ỹкеççĕ,
умри сукмак сап-сарă халь.
Ăçта-ши эс, кампа-ши эс,
кĕтетĕп-ши эп сана ахаль?
Вун çиччĕре сана юратрăм,
эс маншăн пултăн чи хакли.
«Саватăп!» _ терĕн те,
Пăрахрăн. Ултавлă пулчĕ шантарни.
Эс хулара халь пурăнатăн.
Эп _ ялăмрах, ялан ĕçре.
Кама-ши халĕ ăсататăн,
çĕр ирттерен кампа пĕрле?
ЛАРИСА