Телей укçара кăна-ши?

Хаклă «Шурăмпуç»! Чун ыратнăран çыратăп сан патна. Çамрăксем укçа çинчен кăна калаçни, укçашăн кăна çунни пăшăрхантарать. Хăш-пĕр хĕрсене таса юрату мар, укçаллă каччă е авланнă арçын кирлĕ. Пуянлăх _ вĕсен пурнăçĕнчи тĕп тĕллев. Нивушлĕ чăн-чăн юрату валли вырăн юлмарĕ пирĕн чĕресенче? Телей укçара кăна-ши? Манăн пĕрре те аплах шутлас килмест те, пурнăçăмăр çавăн пек-çке...

 ГАЛИНА.



15 августа 2025
15:27
Поделиться