Темиçе йĕркепе
ПАЯН тесен паян хам чун-чĕререн кăмăллакан тата хам килĕштерекен хĕрпе пурнăçа çыхăнтарма хатĕр эпĕ. Анчах тĕл пулма çук-çке унашкаллине. Юрату çул çине ỹкерсе хăварнă кĕмĕл пек çуталса выртмасть...
Володя.
ххх
МĔНШĔН эпир, хĕрарăмсем: «юрататăп», «сансăр пурăнаймастăп», «сан пекки урăх çук» сăмахсене ĕненетпĕр-ши, мĕншĕн итлес килет-ши вĕсене? Пулманнине пулнă пек курма ĕмĕтленетпĕр. Тен, телее çухатнăшăн эпир хамăрах айăплă?
Александра (Санюк).
ххх
КАÇАР мана, тусăм, эпĕ сирĕн алăк хăлăпне нихăçан та пырса тытас çук. Аннỹне ан айăпла. Вăл урăх хĕре кин тăвасшăн пулĕ. Манран чипертереххине, аннỹ килĕштерекеннине тупăн-ха. Анчах атте-анне те йăнăшма пултарать. Кайран чавса çывăх та çыртма пулмĕ...
Марина.