Çумăр чăрмантарать пулин те...
ÇАНТАЛĂК вырма ĕçĕсене хытă чăрмантарать пулин те, округри фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем кашни уяр сехетпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.
Округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, августăн 14-мĕшĕ тĕлне фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем 2200 гектар çинчи тыр-пула (22 процент) пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç _ кашни гектартан 37,7 центнер.
Пурĕ 1230,7 гектар кĕрхи тулă (95,6 процент, гектар тухăçĕ _ 39,6 центнер), 364 гектар урпа (13,2 процент, гектар тухăçĕ _ 33,2 центнер), 471 гектар пăрçа (60,5 процент, гектар тухăçĕ _ 37,7 центнер) пуçтарса кĕртнĕ, 13 гектар (100 процент) севок сухан кăларнă.
Фермер хуçалăхĕсем 2968,7 тонна утă (206 процент), 3900 тонна сенаж (136,8 процент) хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать.