Юн пусăмĕ, холестерин шайĕ...
«СЫВЛĂХ патне _ утăм» проектпа килĕшỹллĕн, ялтан яла çỹрекен пункт çак кунсенче Пăчăрлă Пашьелĕнче пулнă. Врачсем 148 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. 59 çыннăн _ юн пусăмĕ пысăк пулнине, 25 çыннăн _ холестерин шайĕ ỹссе кайнине, 8 çыннăн _ юнри сахăр хисепĕ нормăран чылай иртнине, 2 çыннăн куç пусăмĕ пысăккине (внутриглазное давление) палăртнă. Çакă та шухăшлаттарать: тĕрĕслеве килнĕ 148 çынран 114- ĕшĕн виçи нормăран пысăкрах пулни курăннă. Врачсем çын самăрăлма пуçлани чĕрене, суставсене тата шалти органсене пысăк йывăрлăх кỹни пирки асăрхаттарнă.