Юрать-ха, упана таптаман...

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Çут çанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн регионта çул çинче 33 тискер кайăка таптаса вĕлернĕ. Ытларахăшĕ _ пăши (лось). Карапай Шăмăршăран иртсен, çул çине упа пĕр çурипе тухнине асăрханă, водитель тискер кайăксем çул урлă каçасса кĕтсе тăнă.

Сунар инспекцийĕ çулла пăшисем час-часах çул çине тухни çинчен пĕлтерет. Вĕсем пăван, вăрăм туна тата ỹпре çыртнипе те пĕр вырăнта тăраймаççĕ. Машинăпа пыракансене вăрманлă вырăнта хăвăртлăха чакарма, асăрхануллă пулма сĕнет.



15 августа 2025
15:19
Поделиться