Аманнисене хавхалану кỹнĕ
Ятарлă çар операцийĕ хĕрсе пынăçемĕн фронта пулăшасси те вăйланать. Яланхи хастар волонтер _ Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева _ çак кунсенче, çăмăл машинине хăйĕн укçи-тенкипех заправка туса, Хусанти çар госпитальне _ республикăри травмăн наукăпа практика центрне _ çитсе килчĕ.
Кунта сипленекен СВО участникĕсем валли çак япаласене илсе çитерчĕ: нуски _ 294 мăшăр, аялти йĕм _ 142 штук, футболка _ 170 шт, тапочки _ 19 мăшăр, трико _ 20 шт, шорты _ 4 шт, пит шăлли _ 100 шт, ал шăлли _ 7 упаковка, сăмса тутри _ 10 шт, пит супăнĕ _ 95 шт, туалетра усă курмалли хут _ 50 шт, туалетра усă курмалли хут _ 9 упаковка, нỹрĕ ал шăлли _ 10 уп, шăл щетки _ 20 шт, шăл пасти _ 180 шт, пĕр хутчен усă курмалли бритва станокĕ _ 21 уп, хырăннă хыççăн усă курмалли хатĕр _ 11 шт, шампунь _ 2 шт, душ гелĕ _ 6 шт, шĕвĕ супăнь _ 5 шт, пам- перс _ 1 уп..
Паллах, ырă чĕреллĕ волонтер салтаксемпе тĕл пулса калаçнă, ăшă сăмахпа вĕсен кăмăлне çĕкленĕ. Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисем ăна тата Чăваш Енĕн Шăмăршă тăрăхĕнчи граждансене чĕререн тав тунă, çи-пуçпа гигиена хатĕрĕсем питех те вырăнлă иккенне пĕлтернĕ. Палăр- тни вырăнлă, госпитале аманнисене эшелонпа е самолетпа илсе килеççĕ. Салтаксем сиплев учрежденине харпăр хăй япалисемсĕр лекеççĕ (хăш чухне простыньпе чĕркенĕскерсене илсе çитереççĕ). Вĕсене чи малтан çи-пуç кирлĕ.
«Пулăшу кутамкки» акципе килĕшỹллĕн, гуманитари япалисене пухассине Гелия Керимулловна тата Шăмăршă округĕн Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисен çемйисен комитечĕ йĕркелерĕç. СВО участникĕсен ашшĕ-амăшĕпе мăшăрĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, çавăн пекех Шăмăршă вăтам шкулĕн, Шăмăршă район больницин, Шăмăршăри ветеринари станцийĕн, Карапай Шăмăршăри ПНИ коллективĕсем, Карапай Шăмăршă тата Чукал ял территори уйрăмĕсем, уйрăм граждансем вĕсене туянма тỹпе хыврĕç.
Гуманитари пулăшăвне йĕркелекенсемпе пухакансен пархатарлăхĕ _ сỹнми. Ырă ĕçе хут- шăнакансем _ ыттисемшĕн çутă тĕслĕх.
О.Ичанкина, ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ.