Бюджет мĕнле пурнăçланать?

АВГУСТĂН 1-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă муниципалитет округĕн бюджечĕ пурĕ 324,5 миллион тенкĕ чухлĕ пурнăçланнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ỹсĕм 133,4 процент шутланать.

Çак тапхăрта бюджета 51,5 миллион тенкĕ налук тупăшĕ кĕнĕ. Ỹсĕм _ 115,2 процент.

Январь-июнь уйăхĕсенче муниципалитет бюджечĕн тăкакĕ 332,1 миллион тенкĕпе танлашнă. Çав шутра социаллă пурнăçпа культура сфери валли 220,5 миллион тенкĕ (вĕрентỹ отрасльне _ 165,1 миллион, социаллă политикăна _ 21,8 миллион, культурăна _ 19,9 миллион, физкультурăпа спорта аталантарма 13,7 миллион тенкĕ) тăкакланă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха тытса тăма 20,3 миллион тенкĕ пĕтернĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕн 2025-çулхи бюджет дефицичĕ хальлĕхе 7,6 миллион тенкĕпе танлашать.



22 августа 2025
10:10
Поделиться