Чи ăста юрăçсем _ Долговсем!

Чи ăста юрăçсем _ Долговсем!

«Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çурчĕ» автономи учрежденийĕ çемье пултарулăхĕн регионти уçă фестиваль-конкурсне йĕркеленĕ. Вăл малтан çак учрежденире иртнĕ. Шупашкар хули 556 çул тултарнă кун вара _ августăн 17-мĕшĕнче Лакрей вăрманĕнче конкурс çĕнтерỹçисене чысланă. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие хамăр республикăри тата Мари Элти, Ульяновск облаçĕнчи тĕрлĕ наци çемйисем хутшăннă.

Палтиелĕнчи Долговсен çемье ансамблĕ хăйĕн ăсталăхне «Эстрада вокалĕ» номинацире кăтартнă. Амăшĕпе Татьяна Николаевнăпа пĕрле хĕрĕсем _ Кристинăпа Аксинья, мăнукĕсем _ Каролинăпа Кирилл Светлана Яковлева ентеш репертуарĕнчи «Тăван сăри» юрра шăрантарнă. Дол- говсем 1-степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ, Диплома, фестиваль символне _ статуэткăна тата асăнмалăх парнене тивĕçнĕ.

Сăмах май, Долговсен çемье ансамблĕ _ маларах иртнĕ тĕрлĕ шайри конкурссен призерĕ тата çĕнтерỹçи.

Пултаруллă çемьене чунтан саламласа ырлăх-сывлăх, малашне те пысăкран пысăк çĕнтерỹсем тума сỹнми хавхалану сунатпăр.

З.Свеклова.



22 августа 2025
09:40
Поделиться