Экспорт аталанать

ÇАК кунсенче Чăваш Республики Кăркăсстанпа Армение çăкăр пĕçерме юрăхлă тулă çăнăхĕ ăсатнă. Унăн пахалăхне Россельхознадзор лайăх хак панă. «Чăвашхлебопродукт» предприяти Кăркасстана _ 8,2 тонна, Армение 5 тонна çăнăх сутнă. Маларах _ июнь уйăхĕнче _ Чăваш Ен Азербайджанпа Таджикистана 130 тонна çăнăх ăсатнă пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев экспорт аталанни пирĕн предприятисене тупăш илме пулăшнине палăртнă.



22 августа 2025
16:49
Поделиться