Газпа тĕтĕм хỹтĕлев службинче _ чи малти
ÇАК кунсенче Муркаш муниципалитет округĕнче республикăри пушара хирĕç кĕрешекен служба подразделенийĕсем хушшинче ăмăрту иртнĕ. «Газодымозащитная служба» («Газпа тĕтĕм хỹтĕлев служби») номинацире Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕнчи вут-çулăмпа кĕрешекенсем 1-мĕш вырăн йышăннă. ПЧ-42 караул начальникне Алексей Николаева «Газпа тĕтĕм хỹтĕлев службинче чи лайăххи» тесе палăртнă.