Хаваслă истори кăмăла çĕклет

Пăчăрлă Пашь ел ял библиотеки çак кунсенче ача-пăчана «Хаваслă истори» литература сехечĕпе илĕртрĕ. Мероприятие Михаил Зощенко çыравçă çуралнăранпа 130 çул çитнине халалларăмăр. Хĕрачасемпе арçын ачасем паллă сатирăпа юмор ăстин хайлавĕсемпе паллашрĕç, ача-пăча литературин ылтăн çỹпçине кĕнĕ калавĕсен сыпăкĕсене саспа вуларĕç.

А.Укина.



22 августа 2025
10:38
Поделиться