«Хусана çăпатапа кĕртмеççĕ...»
1872-1918-Çулсенче Хусанта вырăс мар халăхсен ачисем валли учительсем хатĕрлекен семинари ĕçленĕ. Кивĕ Тутар слободинче (СтароТатарская слобода) вырнаçнă çак вĕренỹ заведенийĕ Атăл çи тăрăхĕнчи тата Урал енчи шкулсем валли 1,5 пин ытла учитель хатĕрленĕ. Семинарие провославин паллă миссионерĕ тата Хĕвел тухăç енчи халăхсен пурнăçне тĕпчекен Николай Иванович Ильминский (1822-1892) тăрăшнипе уçнă.
Хусанти семинари учительсем хатĕрленипе çеç çырлахман, ял валли интеллигенци «пĕçерсе кăларассине» те хăйĕн тивĕçĕ тесе шутланă. Кунта литературăна тата куçару ĕçне тарăннăн тишкернĕ, факультатив занятийĕсенче хăйсен халăхĕн историйĕпе этнографине тĕпченĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ семинаринчен вĕренсе тухнисем каярахпа тăван халăха çутта кăларассишĕн пысăк вăй хунă.
Хусанти семинарийĕнче 172 _ чăваш, 154 _ православи тĕнне йышăннă тутар (крещеные татары), 137 _ çармăс (мариец), 127 _ ирçе, 80 _ удмурт, 13 _ коми-пермяк, 6 _ коми, 10 _ калмăк, 10 _ кореец, 6 _ араб, 4 _ алтаец, 3 якут пĕлỹ илме пултарнă, вырăс ачисем те йышлă пулнă. Семинаринче тỹлевсĕр вĕрентнĕ тата апат çитернĕ, общежитире пурăннăшăн та укçа илмен.
Архиври документсем çирĕплетнĕ тăрăх, Хусанти семинарирен Палтиел çамрăкĕ Василий Сергеев тата Асанкасси ачи Демьян Уресметов вĕренсе тухнă. Вĕсем маларах Хурăнварти икĕ класлă шкула чи лайăх паллăпа пĕтернĕ пулнă. Тутар Республикин патшалăх Наци архивĕнче Асанкасси çамрăкĕ Демьян Уресметов çырнă кун кĕнеки (дневник) упранать (Ф.92, Оп.1)
«...Семинаринче вĕренекенсен пурин те атă-пушмак туянмалла теççĕ, _ хурлăхлăн пĕлтерет чăваш ачи. _ Манăн аттепе анне питĕ чухăн. Хусана çăпатапа кĕртменнине пĕлсен мана урăхран вĕренме те ямĕç». Тепĕр страницăра Демьян хăйĕн пысăк савăнăçне пĕлтерет: «А.А.Воскресенский директор господин тăрăшнипе, мунча кĕрсе тасалнă хыççăн пире тỹлевсĕрех хура сукнаран çĕленĕ гимнастеркăпа шăлавар, атă тата сăран пиçиххи пачĕç. Çĕвĕç пальтопа карттус çĕлеме виçсе илчĕ. ...Класри парта хушшине виçшерĕн лартрĕç. Малти кĕтесре _ тем пысăкăш икона. Пĕр-пĕринпе вырăсла çеç калаçма хушаççĕ. Вырăс ачисем пулăшнипе, куллен темиçе сăмах вĕренсе пыратăп. Мана ялти пек: «Тимук» темеççĕ, вырăсла «Демьян», _ теççĕ. ...Классемпе юнашарах _ семинари чиркĕвĕ. Тăваттăмĕш хутра _ музыкăпа рисовани пỹлĕмĕсем, библиотека тата надзиратель хваттерĕ.
...Вырăс чĕлхине, сăмах теорине тата вырăс литературине пĕрремĕш класра _ Г.П.Каменский, иккĕмĕшпе виççĕмĕш класра _ Р.П.Даулей, географи предметне Н.И.Ашмарин вĕрентет. Чăваш ачисем Николай Иванович Ашмаринпа уйрăмах çывăх, эпир ăна хамăр тăрăхри йăла-йĕрке тата çырма-çатра ячĕсем çинчен çырса паратпăр».
Хусанти семинаринче экстерн майĕпе те вĕренме пулнă, вĕсем валли уйрăм вĕренỹ планĕ йĕркеленĕ. Экзамен йышăнакан комисси, аттестацие ăнăçлă иртнĕ выпускниксене семинарие вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен документ панă. Пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнчен Хусанти учительсен семинарине экстерн майĕпе (заочно) çак çамрăксем пĕтернĕ: Никифор Васильев, Петр Петров (Анат Чаткас), Петр Дормидонтов (Шăмăршă), Александр Иванов (Патирек), Василий Ильин, Александра Михайлова (Асанкасси), Ефим Осипов, Иван Паймин, Захар Сергеев (Палтиел), Василий Павлов, Алексей Терентьев (Васан), Илья Романов (Энтĕрьел), Глафира Сельцова (Çĕнĕ Тăрăн). Семинари выпускникĕсем пурте чăваш ялĕсенче учительте ĕçленĕ. Хусанти вырăс мар халăхсем валли учительсем хатĕ рлекен семинаринче малтан _ 3 çул, 1902-1903-çулсенче йышăннă çĕнĕ программăпа 4 çул вĕрентнĕ. Семинаринчен вĕренсе тухакансем пурте тенĕ пекех сĕрме купăс, виолончель тата ытти музыка инструменчĕ калама пĕлнĕ. Вĕсем чиркỹ хорĕнче юрланă. Воспитани ĕçĕнче вĕренỹ мастерскойĕсем те паллă вырăн йышăннă. Малтанхи çул _ кĕнеке хуплашки тума тата кĕнеке çĕлеме, иккĕмĕш çул _ столяр ĕçне, виççĕмĕш çул _ тимĕрçĕ ăсталăхне, тăваттăмĕш çул слесарь ĕçне тата витре-хуран саплама вĕрентнĕ. Çак ăсталăха семинари выпускникĕсем хăйсем вĕрентекен ачасене те хăнăхтарнă.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Тутар Республикин Наци архивĕнче (НАРТ) упранакан документсемпе усă курнă).