«Ыратмасан та, тухтăрпа калаçни те усăллă»

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе ĕçлекен «Сывлăх патне _ утăм» проекта Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакансем хавхаланса йышăнчĕç. Ялтан яла çитсе, район больницин врачĕсем халăх сывлăхне тĕрĕслеççĕ, консультаци парса сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнсе калаççĕ.
Куçса çỹрекен мобильлĕ пункт çак кунсенче Патирек ялĕнче пулчĕ, 107 çынна йышăнчĕ.
Тĕрĕслев 54 çыннăн _ юн пусăмĕ ỹссе кайнине, 18 çыннăн _ холестерин хисепĕ пысăккине, 22 çыннăн _ сахăр диабечĕ аталанас хăрушлăх пуррине, 90 çыннăн йывăрăшĕ нормăран ытлашши пулнине кăтартса панă.
_ Ыратмасан та, тухтăрпа куçа-куçăн калаçни те усăллă, _ терĕ медицина тĕрĕслевне чунтан ырласа ял старости Николай Авксентьев. _ Ялта çулла ĕç нумай, район больницине кайса çỹреме вăхăт та çук. Сывлăх сыхлавçисем хамăр патăмăрах килни _ çав тери лайăх.
Августăн 20-мĕшĕнче _ юнкун _ Шăмăр- шăри пасар территорине вырнаçтарнă сывлăх пунктне округ центрĕнче пурăнакансем çеç мар, ялсенчен тавар туянма килнисемте кĕре-кĕре тухрĕç.
_ Ирпе килте паллă та марччĕ, çул çинче вара юн пусăмĕ ỹссе кайнă, _ пăшăрханса калаçрĕ Асанкасси ялĕнчен килнĕ вăтам çулсенчи хĕрарăм. _ Мобильлĕ пунктра ман сывлăха тĕрĕслерĕç, больницăна йышăнăва пыма хут та çырса пачĕç. Мĕн тери лайăх вĕт-ха пирĕн тухтăрсем!
«Сывлăх патне _ утăм» проект Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче малалла ĕçлет. Тухтăрсем августăн 28-мĕшĕнче _ Васана, сентябрĕн 5-мĕшĕнче _ Çĕнĕ Чукала, сентябрĕн 11-мĕшĕнче _ Çĕнĕ Тăрăна, сентябрĕн 13-мĕшĕнче Палтиелне çитĕç.
Аса илтеретпĕр: «Сывлăх патне _ утăм» проектпа юн пусăмĕпе куç пусăмне, çын çỹллĕшне тата йывăрăшне, юнри сахăрпа холестерин шайне виçеççĕ, электрокардиограмма (ЭКГ) тăваççĕ, невролог, терапевт, акушер-гинеколог тата ытти тухтăр _ консультаци, чир тупса палăртсан больницăра сипленмешкĕн направлени параççĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен мобильлĕ бригади ирпе 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлет.
Район больницин тĕп врачĕпе Ирина Смирновăпа «Кашнин валли _ сывлăх» федераци программи пирки калаçу пуçартăм.
_ Программа тĕллевĕ _ сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарасси, çавăн пекех диспансеризаци тата профилактика тĕллевĕпе ирттерекен медицинатĕрĕслевĕ йĕркелесси, _ терĕ Ирина Анатольевна. _ Çак мерăсене пула чĕрепе юн тымарĕн тытăмĕсен, сахăр диабечĕ, усал шыçă тата ытти чир аталанас хăрушлăха вăхăтра тупса палăртма май пур. Çак чирсене профилактика туни пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен асăрхаттарни вĕсене сиплессинчен ансатрах. Организма тăтăшах тĕрĕслени ĕмĕре тăсма тата йывăр чирсенчен хăтăлма май парать.
Çакна ас тумалла: сывлăхшăн тăрăшасси кашни çыншăн, пĕтĕм çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Округра пурăнакансене эпĕ «Сывлăх патне _ утăм» проектпа сирĕн ялăра çитнĕ мобильлĕ пункта пĕр пăркаланмасăр пыма чĕнсе калатăп!
Ив.САЛАНДАЕВ.