Кашни пĕрчĕ тарпа йĕпенет

ÇУМĂР çусах тăнипе, фермерсенчен вырма ĕçĕ мĕнле пыни çинчен ыйтма та аван мар. Шăмăршăри Александр Егоров каланă пек: «Хăть çурмалла çурăлса кай _ Турă çанталăкне памасан нимĕн те тăваймастăн».

Çапах та фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем нимĕн тумасăр лармаççĕ. Комбайнерсем хир «карапĕсене» тĕплĕн тĕрĕслеççĕ, водительсем автомашинăсен моторне пăхса яраççĕ, йĕтем çинче тата складра ĕçлекенсем тырра тасатса кондицие лартаççĕ, вăрлăх валли тата сутма хатĕрлеççĕ...

«Эх, уяр кунсем хăçан çитĕç-ши, ун чух ир пуçласа каçчен хиртен кĕмĕттĕмĕр те...» _ терĕ Патирекри Алевтин Алеев фермер, ассăн сывласа.

Патирексем лайăх çанталăкра 90 гектар сĕлĕпе 40 гектар ытла урпана тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ. «Ура çинче» тата _ 170 гектар çурхи тулăпа 30 гектар урпа.

Алевтин Минзалович Владимир Скворцовпа Минхарис Кафизов комбайнерсене чунтан мухтать. Тивĕçлĕ канура пулин те, ветерансем çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Владимир Скворцов _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ.

Фермер хуçалăхĕнче кĕрхи çĕртме сухи те тума пуçăннă, К-701 тракторпа ĕçлекен Минислам Тизяков механизатор хальлĕхе 20 гектар ытла сухаланă.

...Округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕпе телефонпа çыхăнтăм. Паян çак пай çар штабне аса илтерет: тыр-пулшăн пыракан кĕрешỹри мĕн пур хыпар кунта килсе тăрать.

Августăн 21-мĕшĕ тĕлне фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем 4098,6 гектар (40,5 процент) тыр- пулне пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç гектар пуçне 36,7 центнерпа танлашать.

Уйрăм культурăсене илсен, кĕрхи тулă гектартан _ 39,6, урпа _ 33,5, пăрçа 38,2 центнер тухăç панă. Хальлĕхе урпан _ 56, пăрçан 75 процентне вырса çапнă, çурхи тулла пуçтарса кĕртме пуçăнайман-ха. Çавăн пекех 39 гектар çĕр улми те çĕр айĕнчех выртать.

Çанталăк уяртсанах хирти ĕç çĕнĕ вăйпа сарăлса каясса тỹсеймесĕр кĕтетпĕр _ ял çыннисем те, журналистсем те. Хаçатра вырмари чăн-чăн паттăрлăх çинчен çырса кăтартăпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ.



22 августа 2025
17:00
Поделиться