Лайăх каннă хыççăн _ шкула

ÇУЛЛАХИ каникул кунĕсем вĕçленнĕпе пĕрех: лайăх канса сывлăха тĕреклетнĕ ачасене тăван шкул хапăл тусах кĕтет.

2025-çулхи каникул кунĕсене усăллă ирттерес тĕллевпе, Шăмăршă муниципалитет округĕн бюджетĕнчен пурĕ 1 миллион та 100 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çак укçаран 620 пин тенкине _ шкул çумĕнчи кăнтăрлахи лагерьсене йĕркелеме, 480 пин тенкине хула тулашĕнчи сывлăх лагерĕсенче канмашкăн путевка туянма тăкакланă.

Шăмăршă муниципалитет округĕнче шкул çумĕнчи 7 лагерь ĕçленĕ, вĕсенче 203 ача каннă. Çак лагерьсенче пурĕ 57 сотрудник: 7 _ лагерь начальникĕ, 39 _ воспитатель, 11 поварпа кухня ĕçченĕ тăрăшнă.



22 августа 2025
10:07
Поделиться